09:42 06 ноября 2014 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата республикăра пурăнакансене Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламланă.
"Раççей халăх пĕрлĕхĕн йăлисемпе яланах вăйлă пулнă - аслă тата пархатарлă тĕллевсем тавра, çĕр-шывăмăр ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕн ячĕпе чăмăртаннă. Тăван çĕр-шыва юратасси, наци историне, вăрçăри паттăрлăха, аслă ăрусен ĕçри çитĕнĕвĕсене хисеплесси ĕмĕртен ĕмĕре, ăруран ăрăва куçса пынă. Çакă пирĕн патшалăхăн çирĕп никĕсĕ пулса тăрать, çĕр-шыв умĕнче тăракан пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлама пулăшать. Сире палăртнă плансене пурнăçлама тата пĕтĕм ыррине сунатăп", - тенĕ саламра.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»