Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Елчĕк ен" хаçат - кашни киле

11:17 29 октября 2014 г.

Районти çĕр ĕçченĕсен уявĕ - район хаçачĕн уявĕ тесен те йăнăш мар. "Елчĕк ен" хаçат районти кашни ялăн, хуçалăхăн е уйрăм çыннăн кĕтнĕ хăни. Эрнере икĕ хутчен тухса тăракан хаçата Елчĕксем кăмăлласа вулаççĕ. Унта хамăр районăн кулленхи пурнăçĕ ал тупанĕ çинчи пек курăнать.

Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ вăтăрмĕш, аллăмĕш, утмăлмĕш çулсенчи хаçатсен куравне йĕркелерĕ. Çĕр ĕçченĕсемпе выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерекенсем, уява килнĕ хăнасем кивĕ, сархайса кайнă хаçатсемпе кăмăллăн паллашрĕç. Кунтах район хаçатне 2015 çулхи пĕрремĕш çур çула çырăнма та пулчĕ. Елчĕкри почтамт ĕçченĕ Галина Баранова çак кун 25 экземпляр хаçат çырăнтарчĕ. Вăл шутран "Прогресс" хупă акционерсен обществи Елчĕк ене" 12 экземпляр çырăнчĕ. Районти чи пысăк хуçалăх кашни çулах выльăх-чĕрлĕх фермисенче, автомашинăпа трактор паркĕсенче ĕçлекенсем район хыпарĕсĕр тăрса ан юлччăр тесе тимлет. Елчĕкре пурăнакан Салабайкинсем, Ишмуратовсем, Аслă Елчĕкри Лебедевсем "Елчĕк ене" редакцие килсе илме кăмăл турĕç.

Сăн ỹкерчĕкре: Акчелĕнчи О.Крылова район хаçатне кашни çулах çырăнса илет.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика