11:56 18 октября 2014 г.
Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!
Эпир çул-йĕр ĕçченĕсен ансат мар тата тĕплĕ тăвакан ĕçне пысăка хурса хаклатпăр, мĕншĕн тесен шăпах вĕсем тĕп автоçулсемпе кĕперсене проектласа тăваççĕ, унпа пĕрлех çул-йĕр инфратытăмне транспорт куçăмĕпе килĕшỹллĕн çулталăкĕпех йĕркеллĕ ĕçлеттереççĕ. Вĕсен ĕçĕн пахалăхĕпе çул çинчи хăтлăх тата хăрушсăрлăх, водительсемпе пассажирсен, çуран çỹрекенсен культури тỹрремĕнех çыхăнса тăрать.
Лайăх та шанчăклă çул-йĕр инфратытăмне йĕркелесси Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономикин аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри шутланать. Юлашки виçĕ çулта 553 километр тăршшĕ автомобиль çулĕ туса хута янă тата юсаса йĕркене кĕртнĕ. Республикăри яллă çĕрсенчи халăх пурăнакан вырăнсем патне пымалли автомобиль çулĕсем тăвас ĕç малалла тăсăлать - паянхи кун тĕлне ялсемпе поселоксен 98 процентне тĕп çулсен тытăмĕпе çулталăкĕпех усă курмалли майпа çыхăнтарнă.
Республика территорийĕ тăрăх иртекен федераци çулне çул çỹрев тухăçлăхне тивĕçтермелле тăвас енĕпе анлă ĕç пырать: "Атăл" М-7 трассăн уйрăм лаптăкĕсене юсаса çĕнетнĕ, Сăр юхан шывĕ урлă хальхи йышши кĕпер хывса хута янă тата икĕ йăрăмпа çỹремелли иккĕмĕш кĕперĕн проектне тума пуçланă.
Автомобиль çулĕсене сыхласа хăварас тĕллевпе 2012 çулта йывăрăша тĕрĕслекен служба туса хунă, вăл Çул çỹрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн ĕçченĕсемпе пĕрле пысăк калăпăшлă тата йывăр çăксем турттаракан транспорт хатĕрĕсен куçăмне тĕрĕслесе тăрать.
Республикăра нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене тирпей-илем кĕртес ĕç çине тимлĕн пăхатпăр. 2011-2013 çулсенче Чăваш Республикин Çул-йĕр фончĕн бюджет укçи-тенки шучĕпе 778 çурт умĕнчи вырăна тата вĕсен патне пымалли 414 çула юсаса йĕркене кĕртнĕ, çакă граждансен социаллă кăмăл-туйăмне палăрмаллах лайăхлатма пулăшрĕ.
Чăваш Ен çул-йĕр ĕçченĕсем малашне те тỹрĕ кăмăлпа тата ăнăçлă ĕçлесе республика экономикин аталанăвне пысăк тỹпе хывасса шанса тăратăп.
Çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсене тата ветеранĕсене пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, ырă пуçарусенче ăнăçусем, телей тата ырлăх сунатăп!
М.ИГНАТЬЕВ,
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»