Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Елчĕксен çывăх тусĕ

09:53 04 октября 2014 г.

Комсомольски, Елчĕк районĕсенчен, Канаш районĕнчи Сиккасси ял тăрăхĕнчен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне суйланнă Кияметдин Садыртдинович Мифтахутдинов çак кунсенче хăйĕн çуралнă кунне паллă турĕ.

Кỹршĕ районта çуралса ỹснĕскер, пирĕн район çыннисемшĕн çывăхран та çывăх юлташ, пулăшу аллине тăсакан пултаруллă ертỹçĕ вăл. К.Мифтахутдинов Комсомольскинче тĕп инженер-çĕр йĕркелỹçĕ, колхоз председателĕ, 10 çула яхăн район администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă. 2000 çултанпа "Чăвашрегионгаз" ООО ертỹçи çумĕнче ĕçленĕ. 2003-2011 çулсенче "Чăвашрегионгаз" ОООн, "Чăвашсетьгаз" ОАОн генеральнăй директорĕ пулнă, 2011 çултанпа паянхи кунччен "Газпром межрегионгаз Чебоксары" ОООн, "Газпром газораспределение Чебоксары" ОАОн генеральнăй директорĕ.

2006 çулта ăна Елчĕк, Комсомольски районсенчи тата Канаш районĕнчи Сиккасси ял тăрăхĕнчи суйлавçăсем пĕрремĕш хут, 2011 çулта тепĕр хут Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне суйланă.

Кияметдин Садыртдинович Мифтахутдинов Елчĕк районĕн экономикипе социаллă пурнăçне аталантарма, суйлавçăсен шанăçне тỹрре кăларма тăрăшать. Районта çут çанталăк газĕ кĕртессине вĕçлессинче, каярахпа малтан палăртман газ пăрăхĕсене хывассинче, района обществăлла çурт-йĕр хăпартма, çул-йĕр, ытти ĕçсем тума республика бюджетĕнчен хушма укçа-тенкĕ уйăрассинче унăн тỹпи калама çук пысăк.

К.С.Мифтахутдинов Елчĕк районĕнчи общество тата пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен юлмасть. Вăл районти учительсем валли грантсем çирĕплетнĕ, спорт ăмăртăвĕсем йĕркелет, тĕрлĕ акцисене хутшăнать, ялсенче çул-йĕр тума, спорт инвентарĕсем туянма укçа-тенкĕ уйăрать тата ытти те.

Эпир Кияметдин Садыртдиновича çуралнă кун ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, малашне те çирĕп сывлăхлă, телейлĕ, патвар пулма, ĕçре пысăк çитĕнỹсем тума, пирĕнпе яланах ĕçлĕ, туслă çыхăнура пулма сунатпăр.

Елчĕк районĕнчи суйлавçăсем, юлташĕсемпе пĕлĕшĕсем.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика