09:51 04 октября 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра РФ финанс министрĕпе Антон Силуановпа курнăçнă.
Тĕл пулура палăртнă тăрăх - Чăваш Республики Раççей Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указĕсемпе çирĕплетнĕ мĕн пур индикатора пурнăçлать. Федераци бюджетĕнчен пулăшнине тата республика тухăçлă мерăсем йышăннине кура социаллă пĕлтерĕшлĕ тата васкавлă тăкаксем валли, Чăваш Енĕн парăм обязательствисене пурнăçлама укçа уйăрассине тивĕçтереççĕ.
"Республика бюджечĕ шайлашуллă, патшалăх парăмĕ хамăрăн тупăшсен 50% пĕчĕкрех, çавна май кăçал Чăваш Ене çулталăкри 0,1% виçепе бюджет кредичĕ пама йышăннă, ку республикăна кулленхи тỹлевсене 5 çуллăха реструктуризацилеме май парать", - тенĕ Михаил Игнатьев тĕл пулу хыççăн журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»