09:50 04 октября 2014 г.
Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра "Раççей чукун çулĕ" АУОра Раççейри хăвăртлăхлă тата пысăк хăвăртлăхлă çỹревĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Общество канашĕн Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин пĕрремĕш вице-спикерĕ Александр Жуков тата "Раççей чукун çулĕ" АУОн пĕрремĕш вице-президенчĕ Александр Мишарин ертсе пынă канашлăвне хутшăннă. Унта пысăк хăвăртлăхлă "Мускав - Хусан - Екатеринбург" чукун çул магистралĕн "Мускав - Хусан" участокĕн строительствин малашлăхне сỹтсе явнă. Дискуссие çавăн пекех Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависене хỹтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов хутшăннă.
Пысăк хăвăртлăхлă "Мускав - Хусан" магистрале хута ярсан Чăваш Ен 2020 çул тĕлне 20 млрд яхăн тенкĕ хушма тупăш илме пултарĕ, 2030 çул тĕлне - 43 млрд. Етĕрне, Муркаш, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри çĕрĕсемпе иртекен 118 километр трасса çинче Мăнал (Шупашкар районĕ) тата Полянки (Етĕрне районĕ) ялĕсем çывăхĕнче транспорт тата куçса лармалли хальхи йышши икĕ комплекс тума палăртаççĕ. Пысăк хăвăртлăхлă магистралĕн Шупашкар станцийĕ хулана çывăх пулать, Шупашкар магистральне халĕ ĕçлекен чукун çулпа çыхăнтарма палăртнă, çапла вара рельс тăрăх çỹрекен автобуса хута яма май килĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»