09:49 04 октября 2014 г.
"Бюджета ансат мар лару-тăрура йышăнатпăр", - тенĕ Министрсен Кабинечĕн ларăвне пуçланă май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Правительство республикăн 2015 çулхи, планпа пăхнă 2016 тата 2017 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне тишкерсе ырланă.
Бюджета 15 программа çинче никĕсленĕ. Михаил Васильевич лару-тăрăва кура тăкаксене виçеллĕ тума тăрăшмалли пирки асăрхаттарнă.
Проектпа тĕплĕн вице-премьер - финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарнă. 2016, 2017 çулсем инçе-ха, çавăнпах-тăр çитес çулхи бюджет кăтартăвĕсем çинче ытларах пусăм тунă. Унăн тупăш пайĕ кăçалхинчен 950 млн тенкĕлĕх чакать - 33,4 млрд тенке яхăн пулать. Тăкаксем 1,2 млрд тенкĕ ытла пĕчĕкленеççĕ, пĕтĕмпе - 36,8 млрд тенке яхăн. Дефицит виçи те самай пысăк - 3,4 млрд тенкĕ ытларах. Чăн та, çитес икĕ çулта вăл палăрмаллах чакмалла.
Хамăрăн тупăшсен тỹпи ỹсет, çакна Светлана Александровна НДФЛ, пурлăхран, усламран илекен налуксен калăпăшĕ пысăкланассипе сăлтавланă. Пайăррăн илсен 11 млрд тенкĕ ытла вĕрентỹ сферине каять. Ку - çитес çулхи бюджетăн 30% яхăн.
Социаллă политикăна пурнăçлама 7,7 млрд тенке яхăн уйăрĕç. Çурт-йĕр строительствине тĕревлекен тăкаксем те курăмлă. Çав шутра - вăрçă ветеранĕсене, тăлăх ачасене хваттерсемпе тивĕçтерме, юхăннă çуртсенче пурăнакансене куçарма. Ял хуçалăхĕ валли - 784 млн тенке яхăн. Çул-йĕр фончĕн енчĕкĕ 2,6 млрд яхăн тенкĕлĕх пулĕ.
Лару ЧР Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн çитес виçĕ çуллăх бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне ырланипе вĕçленнĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»