09:47 04 октября 2014 г.
Чăваш Республикине пурăнма килнĕ Украина гражданĕсене ĕç тупма пулăшасси - халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин органĕн паянхи приоритетлă тĕллевĕ.
Кăçалхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне республикăна пурăнма килнĕ вăй питти ỹсĕмри 289 çынна (39,7 процентне) ĕçе вырнаçтарнă. Çав шутран 214-шне - ĕçлев служби органĕсем пулăшнипе, 75-шĕ - хăйсем тĕллĕн. Украина çыннисене ĕç тупса парассин шайĕ Чăваш Республикинче 39,7 процентпа танлашать, Раççей Федерацийĕнче - 24,1 процентпа. Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх тытăмĕ служба хваттерĕ пур вакансисем пухас енĕпе ĕçлет тата Чăваш Ене куçса килсе ĕçе вырнаçас текен граждансем валли вакансисен ятарлă банкне йĕркеленĕ. Кăçалхи авăн уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне унта республикăна
Украинăран куçса килнĕ граждансене йышăнма хатĕр 144 организаци 279 профессипе тата специальноçпа 1886 рабочи вырăнĕ тата служащи должноçĕ (371-ĕшне пурăнмалли вырăн уйăраççĕ) пурри çинчен пĕлтернĕ. Украина гражданĕсем пурăнмалли вырăн сĕнекен вакансисемпе халĕ Раççей Перекет банкĕн информаципе тỹлев терминалĕсем урлă паллашма пултараççĕ. Шупашкарта халăх йышлă çỹрекен вырăнсенче çакнашкал 80 хатĕр вырнаçтарнă.
ĔÇПЕ ТИВĔÇТЕРЕКЕНСЕНЕ ПĔЛСЕ ТĂМА!
Раççей Правительствин 2014 çулхи авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнчи 886-мĕш йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн ют çĕр-шыв гражданĕсене 2014 çулта ĕçе йышăнма ирĕк паракан квотăна Украинăран ирĕксĕр куçнисене тата унта ялан пурăннă, Раççей Федерацийĕн территорине йышпа васкавлăн илсе килнисене - гражданлăх çуккисене - кĕртмеççĕ. Çапла майпа Украина гражданĕсене ĕç вăйĕ кирлине тата çирĕплетнĕ квотăна пăхмасăр ĕçе вырнаçма ирĕк параççĕ. Унсăр пуçне федераци миграци службин 2010 çулхи çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнчи 147-мĕш хушăвĕ тăрăх ĕçпе тивĕçтерекен ют çĕр-шыв гражданĕсене йышăнни çинчен вĕсемпе çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшỹ тунă хыççăн виçĕ кун иртиччен миграци тата ĕçлев службисен органĕсене пĕлтермелле.
Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»