16:20 03 октября 2014 г.
Паян Раççей граждан оборонине йĕркеленĕренпе 82 çул çитрĕ.
Çав кун РФ тата унăн субъекчĕсен ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе граждан оборони енĕпе Пĕтĕм Раççейри тренировка иртет. Ун чухне централизациленĕ хыпарлавăн регионри тытăмĕн (РАСЦО) халăха васкавлăн пĕлтермелли комплекслă тытăмĕн элеменчĕсене те тĕрĕслĕç, чăн та, электричество сиренисене ĕçлеттермĕç.
"Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче граждан оборони енĕпе Пĕтĕм Раççейри тренировка иртет, çавăнпа хăраса-пăлханса ан ỹкĕр, лăпкăлăха тата йĕркене пăхăнăр. Ку информацие хăвăр пĕлĕшĕрсем тата тăванăрсем патне те çитерме ыйтатпăр", - пĕлтерет Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»