09:54 01 октября 2014 г.
Республика уй-хирĕсенче кĕркуннехи юлашки ĕçсене пурнăçлаççĕ. Аграрисем палăртнă тĕллевсене епле ĕçе кĕртнине пĕтĕмлетме, ял хуçалăхĕнчи тата ытти ыйтусене уçăмлатас тĕллевпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов Чăваш радиовĕн тỹрĕ эфирĕнче радио итлекенсен ыйтăвĕсем çине хуравланă.
- Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене, çĕр улми пухса кĕртессинчи, фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарса усрама апат никĕсĕ хывассинчи, кĕр тыррисене акассинчи пĕтĕмĕшле лару-тăрупа паллашма пулать-и?
- Вырма ĕçĕсене чи малтан Елчĕк районĕнчи аграрисем вĕçленĕ.
Пĕтĕмпе 570 пин тонна яхăн (2013 çулта 406,7 пин тонна), 1 гектартан 21,9 центнер (2013 çулта 18,2 центнер) тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ. 1 гектар пуçне шутласан чи пысăк тухăç - 27,3 центнер - Вăрнар районĕнче, 25,5-шер центнер - Шупашкар тата Етĕрне районĕсенче алла илнĕ. Чи пĕчĕк тухăç Улатăр (15,5 центнер), Çĕмĕрле (17,2 центнер) районĕсенче.
Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне 8,3 пин гектар (93,9 процент) çинчен пурĕ 125,4 пин тонна (1 гектартан тухакан вăтам тухăç 157 центнер) çĕр улми, 237 гектар çинчен пурĕ 6,6 пин тонна (1 гектартан тухакан вăтам тухăç 303,4 центнер) пахча çимĕç пухса кĕртнĕ. Кĕр тыррисене 82,3 пин гектар (82,3 процент) акса хăварнă. Çитес çулхи тыр-пул никĕсне хывса хăварассине Комсомольски, Муркаш, Пăрачкав, Елчĕк районĕсенче туллин пурнăçланă.
Хальхи вăхăтра кукурузăран силос хатĕрлеççĕ, сахăр чĕкĕнтĕрĕ кăлараççĕ.
- Чи пысăк пуянлăх - ĕç алли. Энергие перекетлекен çĕнĕ йышши хăватлă техникăсемпе усă курмасăр та производствăри ĕç-хĕле тухăçлă йĕркелеймĕн. Республикăри ял хуçалăх предприятийĕсенче техника паркĕсене çĕнетессипе мĕнле ĕçленине, Сергей Владимирович, мĕнле хаклатăр?
- Юлашки çулсенче çĕнĕ йышши ял хуçалăх техникине сахал мар туяннă. 2013 çулта республикăри районсенче 200 трактор, тĕш тырă çапса тĕшĕлекен 63 комбайн, выльăх апачĕ пухса кĕртекен 24 комбайн тата ытти ял хуçалăх машинисене пурĕ 898,4 миллион тенкĕлĕх, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 93 трактор, тĕш тырă çапса тĕшĕлекен тата выльăх апачĕ пухса кĕртекен 58 комбайн тата ытти ял хуçалăх техникине пурĕ 525 миллион тенкĕлĕх туяннă.
- Раççее хирĕç санкцисем йышăннă çĕр-шывсенчен ял хуçалăх продукцийĕсене кỹрсе килессине чарса лартни Чăваш Енре епле палăрать? Раççей хамăр çĕр-шывра пурăнакансене тырăпа тата çĕр улмипе чăрмавсăр тивĕçтерме пултарать-и? Аш-какай, сĕт-çу продукчĕ, улма-çырла тĕлĕшĕнчи лару-тăру мĕнле? Ытти регионсем чăваш аш-какайне туянса пĕтересрен, вăл хамăр валли тăрса юлмасран хăрамастăр-и?
- Раççей Президенчĕпе Правительство пирĕн çĕр-шыва хирĕç санкцисем йышăннă патшалăхсенчен хăш-пĕр таварсене кỹрсе килессине вăхăтлăха чарса лартасси пирки тунă йышăну импорт çулне пỹлмелли чи витĕмлĕ мел пулса тăчĕ. Ку чухне вырăнта тавар туса кăларакансем валли çĕнĕ майсем уçăлаççĕ. Мĕншĕн тесен суту-илỹ сечĕсенче вырăнта туса илекен продукцие çак вăхăтченех çителĕксĕр реализациленине пурте пĕлетпĕр. Малашне апла пулмĕ.
Чăваш Республикинче çĕр улми, пахча çимĕç туса илнине шута илсен, кунта пурăнакан çынсене вĕсемпе туллин тивĕçтерме пултарасси пирки иккĕленỹ çук.
Республикăра пурăнакансене вырăнта туса илнĕ ĕне ашĕпе 50,2 процент, кайăк-кĕшĕк ашĕпе 73,1 процент тивĕçтерме пултаратпăр. Мăйракаллă шултăра ĕне выльăха çитĕнтерме сахал мар вăхăт тата хушма укçа-тенкĕ кирлĕ. Çакна шута илсе малашне чăх-чĕп, сысна ĕрчетесси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Вырăнта туса илекен сĕт республикăра пурăнакансене туллин тивĕçтерме çитет.
- Республикăри агропромышленность комплексĕнче пурнăçлама палăртнă пысăк инвестици проекчĕсем пирки мĕн каланă пулăттăр?
- Республикăра выльăх-чĕрлĕх фермисене çĕнĕ условисенче ĕçлеме реконструкци тăвассипе пикенсе ĕçе тытăнтăмăр. Çулталăк пуçланнăранпа "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 178 инвестици проектне ĕçе кĕртнĕ, çулталăк вĕçлениччен тата 24 объектри ĕçсене вĕçлемелле. Елчĕк районĕнчи "Победа" тата "Эмметево" ОООсенче 200-шер ĕне вырнаçмалли реконструкци тунă çĕнĕ витесем хута каймалла.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»