10:28 30 сентября 2014 г.
Сире Ватă çынсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ ячĕпе саламлатпăр.
Пурнăçра эсир сахал мар ырă та пархатарлă ĕçпе палăрнă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче тăшмана çĕнтернĕ, пурнăç тăршшĕпе ачăрсемпе мăнукăрсен пуласлăхĕшĕн вăй-халăрсене шеллемесĕр ырми-канми тăрăшнă.
Эсир чăннипех те пысăк хисепе, тимлĕхе, тав сăмахĕсене тивĕçлĕ. Мĕншĕн тесен эсир пурнăçри ырă йăласене упрама, çамрăк ăрăва патриотла туйăм аталантарма, ĕçе юратса тата пысăк тăрăшулăхпа пурнăçлама хавхалантаратăр. Çулсем иртнине пăхмасăр эсир паян та район пурнăçĕнчи обществăлла ĕçсене активлă хутшăнатăр, хăвăрăн пĕлтерĕшлĕ те вырăнлă сĕнỹ-канашăрпа пулăшса пыратăр.
Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх, иксĕлми телей сунатпăр.
Р.МОЛОДОВА,
район пуçлăхĕ.
Н.МИЛЛИН,
район администрацийĕн пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»