Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 2015 çулхи кану кунĕсем

08:50 24 сентября 2014 г.

Влаçрисем килес çулхи уявсемпе кану кунĕсен йĕркине çирĕплетнĕ. 2014 çул юн кун вĕçленет. Апла пулсан уяв умĕнхи ĕç кунĕ кĕске тата кану кунĕ шутланмасть. Январь уйăхĕнчи канмалли кунсем кĕçнерни кун пуçланаççĕ. Документпа килĕшỹллĕн çак уйăхри кану вун пĕр куна тăсăлĕ. Арçынсен уявĕ 2015 çулта тунти куна лекет. Çапла вара февраль уйăхĕнче харăс виçĕ кун канăпăр. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне вырсарни кун паллă тăвăпăр, çапах та Ĕç кодексĕн 112 статйипе тунти кун канмалли шутланать. Апла пулсан март уйăхĕнче те виçĕ кун канăпăр. Çитес çул чăннипех те ăнăçлă пулса тухнă. Майăн 1-мĕшĕ эрне куна лекет. Январĕн 4-мĕшĕнчи кану кунне (вырсарни куна лекнипе) майăн 4-мĕшне куçарма йышăннă. Çапла майпа май уйăхĕн 1-4-мĕшĕсенче канатпăр, унтан тăватă кун ĕçлетпĕр. Ун хыççăн кану кунĕсем Çĕнтерỹ уявĕпе пуçланаççĕ те майăн 11-мĕшĕнче вĕçленеççĕ. Пĕр харăс виçĕ кун июнĕн 12-14-мĕшĕсенче те канса юлатпăрах. Çак вăхăтра çĕр-шыв Раççей кунне паллă тăвать. Ноябрь уйăхĕнче Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ юн куна лекет. Шел пулин те, хальхинче пĕр кун çеç канăпăр.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика