09:19 20 сентября 2014 г.
Канашри чукун çул вокзалĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев тата "РЖД" АУО филиалĕн - Чул хулари чукун çул ертỹçи А.Лесун нумай вăхăтлăх "РЖД" АУОпа Чăваш Республики килĕштерсе ĕçлесси çинчен" программăна алă пусса çирĕплетнĕ.
Чăваш Ен территоринче вырнаçнă чукун çула аталантарма халĕччен 750 миллион тенкĕ уйăрнă, 2014 çулта 680 миллион тенкĕ хывасшăн. Канашра çавăн пекех çĕнĕ локомотив деповĕ çĕкленет. "Унта çĕнĕ технологипе усă кураççĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçăлаççĕ. Паянхи куна 400 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă", - палăртнă А.Лесун. Ăна М.Игнатьев пулăшу панăшăн тав тунă.
Вĕсем Канашра чукун çул çинче ĕçлекенсем валли тунă пурăнмалли çурта уçнă çĕре те хутшăннă. 12 хваттерлĕ çурта "РЖД" АУО пулăшнипе туса лартнă. Унта çул мастерĕсен, электромеханиксен, тепловоз машинисчĕсен, вакунсене пăхса тăрса юсакансен çемйисем хăтлăх тупнă.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»