09:00 20 сентября 2014 г.
Авăн уйăхĕн 18-21-мĕшĕсенче Сочи хулинче Пĕтĕм тĕнчери инвестици форумĕ иртет. Унта патшалăхăн паллă деятелĕсем, бизнеспа эксперт пĕрлешĕвĕсен представителĕсем, çавăн пекех ют çĕр-шывсен ертỹçисемпе посолĕсем хутшăнаççĕ.
Форум влаç тата бизнес представителĕсен тĕл пулăвĕ çеç мар, Раççейĕн дискусси площадки пулса тăчĕ. Кунта тĕнчери экономика мĕнле аталаннине тишкереççĕ, Раççей пуласлăхне палăртаççĕ, регионсен инвестици проекчĕсене тĕпчеççĕ. Кăçал та вăл хăйĕн тĕп рольне çухатмĕ, авăн уйăхĕн 21-мĕшĕччен инвестици проекчĕсене пăхса тухĕ.
Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Д.Медведев тухса калаçнă "Раççей Европăпа Ази хушшинче: хальхи условисенчи регионсен çĕнĕ политики" пленарлă ларăва хутшăннă. Çавăн пекех вăл Чăваш Республики Севастополь хулипе, Ставрополь крайĕпе, Автономиллĕ Ямал - Ненец округĕпе, "Раççей перекет банкĕ" АУОпа килĕштерсе ĕçлесси пирки килĕшỹсем çине алă пуснă.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»