08:51 20 сентября 2014 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Республикин саккунĕсене алă пусса çирĕплетнĕ.
Чăваш Республикин "Чăваш Республикин 2014 çулхи, планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн республика бюджечĕн кăçалхи калăпăшĕ тупăшсем енĕпе 2959,2 млн тенкĕ ỹсет, 36 млрд та 579 млн тенкĕпе (ỹсĕм 12,9%), тăкаксем енĕпе 40 млрд та 814 млн тенкĕпе (ỹсĕм 10,9%) танлашать.
Чăваш Республикин патшалăх умĕнчи парăмĕн виçи çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне прогнозпа килĕшỹллĕн 12509,4 млн тенкĕ пулĕ, планпа палăртнинчен 83,9 млн тенкĕ пĕчĕкленĕ.
Чăваш Республикин "Чăваш Республикин медицинăн обязательнăй страхованийĕн территори фончĕн 2014 çулхи, планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн тупăшсемпе тăкаксен пайĕсене 80642,6 пин тенкĕ (ỹсĕм 0,8%) ỹстернĕ. Фондăн бюджечĕ тупăшсем енĕпе 10239797 пин тенкĕпе, тăкаксем енĕпе 10284790 пин тенкĕпе танлашать.
Елчĕк районĕн 2014 çулăн 8 уйăхри бюджечĕ тупăшсем енĕпе 195283,2 пин тенкĕпе танлашнă. Çав шутран хамăр патăмăрта пухнă тупăш 46261,7 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен каялла тавăрса памалла мар кĕнĕ укçа 149021,5 пин тенкĕ пулнă. 2014 çулхи 8 уйăхра район бюджетĕнчен 200477,7 пин тенкĕ тăкакланă.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»