09:01 06 сентября 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Мускавра пурăнмалли çурт-йĕр тăвассине аталантарма пулăшакан федерацин фончĕн генеральнăй директорĕпе А.Браверманпа тĕл пулнă.
Унта республикăра çурт-йĕр çĕклемелли проектсене тишкернĕ, харпăрлăха уйăрман çĕр лаптăкĕсемпе усă курас ыйтăва сỹтсе явнă.
А.Браверман М.Игнатьева ЧР Министрсен Кабинечĕ фондпа тунă килĕшĕве туллин пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн тав тунă.
Федерацин 2014 çулхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕш номерлĕ "Раççей Федерацийĕн Çĕр кодексне тата саккунсен уйрăм акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн, эконом класс çурт-йĕре çĕклеме патшалăх харпăрлăхне уйăрман çĕр лаптăкĕсемпе усă курма май пур. М.Игнатьевпа А.Браверман Чăваш Республикинче çакнашкал çĕр лаптăкĕсене ĕçе кĕртме калаçса татăлнă.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»