Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вăхăт шухăшлава улăштарма хистет

10:05 30 августа 2014 г.

Педагогсен йăлана кĕнĕ августри конференцийĕ умĕн вĕренỹ тĕрлĕ учрежденийĕсенче ĕçлекенсем секцисенче пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç. Унтан Елчĕкри культурăпа кану центрне пĕтĕмлетỹллĕ канашлăва пуçтарăнчĕç. Вĕренỹ тытăмĕн ĕçченĕсемсĕр пуçне унта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комисси председателĕ Петр Краснов депутат, ЧР вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Кашни çулах вĕренỹ çулĕ пуçланас умĕн педагогсем пĕрле пухăнса çитĕнекен ăрăва пĕлỹ тата воспитани парас ĕçри çивĕч ыйтусене хускатаççĕ. Хальхинче район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Леонард Левый районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче вĕренỹ пахалăхĕн тытăмĕн тухăçлăхне ỹстермелли тĕп çул-йĕрсем пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Самана улшăнса, общество аталанса пынă май темиçе çул тăршшĕнче çирĕпленнĕ йĕркесенчен пăрăнма, шухăшлава улăштарма та хистет пурнăç. Паян, патшалăхăн çĕнĕ вĕренỹ стандарчĕсем ĕçе кĕнĕ чухне, пуçаруллă та пултаруллă, çĕнĕ технологисемпе ĕçлекен, вĕренỹри çĕнĕлĕхсене туххăмрах алла илекен учительсем, çĕнĕ шкулсем кирлĕ. Енчен те унччен аслă шкул пĕтернĕ педагог хăйĕн пĕлĕвĕпе мĕн ватăличчен ĕçлеме пултарнă пулсан, паянхи педагогăн пурнăç тăршшĕпех пĕлỹ илмелле, хăйĕн тавра курăмĕпе пĕлĕвне куллен ỹстермелле. Пĕр кун вĕренмесен те ачасемпе тан утса пырасси иккĕлентерет.

Вĕренỹ тытăмĕнче вăй-хала, ăс-тăна шеллемесĕр юратнă профессипе вăй хуракансене ачасен пĕлỹ шайĕ мĕнлине кура укçа-тенкĕ енчен хавхалантарасси çирĕп йăлара. Çакă пултаруллисемпе тăрăшуллисене ĕçлес кăмăл-туйăма тата ỹстерни, хăват хушни сисĕнет. Юлашки çулсенче педагогсене патшалăх пысăк тимлĕх уйăрнине пурте куратпăр. Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн ĕç укçине тапхăрăн-тапхăрăн ỹстерсе пыраççĕ. Паянхи кун тĕлне районти педагогсен уйăхри вăтам ĕç укçи 21637 тенкĕпе танлашать. Шалăва ỹстересси малалла пырать.

Вĕренỹ тытăмне ỹсĕмлĕ аталантарнă çĕрте тĕрлĕ конкурссем йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Учительсем валли район, республика шайĕсенче конкурссем сахал мар йĕркелеççĕ. Тĕрлĕ тупăшура хăйсен пултарулăхне кăтартни, тавра курăма ỹстерни вĕрентекене ят-сум çĕнсе илме те пулăшать. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнчи районти "Çулталăкри вĕрентекен", "Чи лайăх класс ертỹçи", "Çулталăкри воспитатель", "Çулталăкри социаллă педагог" конкурссен çĕнтерỹçисем - Валентина Левая, Вера Молоствова, Светлана Шадрикова, Татьяна Никифорова - район чысне республикăри тапхăрта начар мар хỹтĕленĕ. Валентина Николаевна республикăри конкурсра лауреат ятне çĕнсе илнĕ.

Республикăри чи лайăх 10 учителе çулсерен укçан парса хавхалантаракан конкурсра Елчĕкри Алексей Данилов физик палăрнă, премие çĕнсе илнĕ. Вĕренỹпе воспитани ĕçĕнчи ырă пуçарусене яланах çул уçă. Алексей Ардальонович Елчĕкри шкулта инженер класне ертсе пырать. Кăçал пĕрремĕш выпускниксем кăларчĕ. Ачасен 80 проценчĕ ытла аслă шкулсенчи техника факультечĕсене е техникумсене вĕренме кĕнĕ. Пухăннисем фойере йĕркеленĕ тĕрлĕ выставкăсемпе пĕрле унăн вĕренекенĕсем вĕренỹре нанотехнологие ĕçе кĕртнипе интересленсе паллашрĕç.

Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче шкул ачисене 244 вĕрентекен пĕлỹ панă. Вĕсен 90 проценчĕ аслă пĕлỹллĕ. Учительсен вăтам çулĕ - 48 çул. 35 çула çитмен педагогсем - 15-ĕн. Шкулсен дирекцийĕсен çамрăк специалистсене ĕçе вырнаçтарас ыйтăва чи малти вырăна хумаллине уйрăммăн палăртрĕ докладчик.

Вĕренỹ пахалăхĕн ĕçне тишкерсе хак памалли тĕп мелсенчен пĕри - патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен кăтартăвĕсем. Выпускниксем çулсерен обществознани, физика, истори, биологи предмечĕсене ытларах кăмăллани курăнать. Анчах физика, обществознани, ют чĕлхе предмечĕсемпе тытнă экзамен балĕсем республикăри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех. ППЭ итогĕсем тăрăх кăçал Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Елчĕк, Лаш Таяпа шкулĕсем палăрнă. Анчах Кушкă, Курнавăш, Елчĕк, Çĕнĕ Пăва шкулĕсенчи чылай выпускникăн кăтартăвĕсем республикăри вăтам шая ларайманни сисчĕвлентерет. Елчĕксем биологи предметне лайăх пĕлнине палăртса хăвармаллах. Çак предметпа ППЭ тытнисен вăтам балĕ республикăринчен пысăкрах. Районти пур шкулсенче те вырăс чĕлхипе илнĕ балл республикăри вăтам кăтартуран пĕчĕк (районăн кăтартăвĕ - 55,48, республикăн - 67,37 балл). Математикăпа вара Аслă Елчĕкри вĕренекенсен çеç республикăри вăтам кăтартуран пысăкрах (Аслă Елчĕксен - 51, республикăн 47,6 балл). Апла пулсан хăш-пĕр шкулсем никĕс учреждени статусне çирĕплетеймеççĕ? ЧР Вĕренỹпе çамрăксен политикин министерстви ялсенчи никĕс шкулĕсен переченьне пăхса тухма сĕнни ыт ахальтен мар пулĕ. Юлашки виçĕ çул хушшинче вăтам шкул пĕтерекенсенчен 16-шĕ, кăçал 5 çамрăк алла аттестат илеймен. 11 çул хушшинче ача патшалăхăн вĕренỹ стандарчĕн программине алла илеймесен мĕншĕн шкула çỹремелле пулнă унăн? Ку вăл учительсен туса çитереймен ĕçĕ. "Ача математикăна е ытти предмета вĕренеймест" текен шухăшлав паянхи учителĕн чĕлхинче пулмалла мар. Шкул программипе япăх ĕлкĕрсе пыракан çамрăксен тăхăр класс хыççăн рабочи пĕлĕвĕ илни пурин те вырăнлăрах. Вуннăмĕшне профиль класне çул тытмалла.

Тăххăрмĕшсем кăçал патшалăхăн пĕтĕмлетỹ аттестацине çĕнĕ йĕркепе тытнă. Вĕсен вырăс чĕлхи, биологи, хими предмечĕсемпе кăтартусем аван, анчах математикăпа япăх. Çитменнине экзамен кăтартăвĕсем çулран-çул чакса пыраççĕ. Апла пулсан пуçламăш классенчех ачасен математика шухăшлавне аталантарассине, пултаруллă ачасемпе ытларах ĕçлессине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Юлашки çулсенче Елчĕксем предметсен республикăри олимпиадисенче пысăк ỹсĕмсем тăваççĕ. Кăçал та 18 вĕренекен призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ. Çак ачасене пĕлỹ паракан педагогсем ăшă сăмахсене тивĕçлĕ. Пысăк квалификациллĕ, хăйĕн ĕçне, ачасене чунтан парăннă педагог кăна тарăн пĕлỹ параять. Уйрăмах Елчĕк, Курнавăш, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсенче вĕренекенсем районти олимпиадăсене хастар хутшăнаççĕ. Çав вăхăтрах Çĕнĕ Пăва, Аслă Пăла Тимеш шкулĕсем пирки çакна калаймăн. Аслă Таяпари вĕренекенсем вара районти олимпиадăра пĕр призлă вырăн та йышăнайман.

Предметсен олимпиадисемсĕр пуçне вĕренекенсем тĕпчев ĕçĕсене, конференцисене, фестивальсене хутшăнса тĕрлĕ проектсем çыраççĕ. Ку ĕçре ачасене наставник-педагогсем нумай пулăшаççĕ. Çапах та район ачисем тĕпчев ĕçĕсемпе сахалтарах кăсăкланни сисĕнет. Вĕренекенсене кирек мĕнле темăпа интереслентерес тесен педагогăн пуçаруллă пулмалли куç кĕрет. Хальлĕхе пуçламăш классенче вĕренекенсем çеç ку енĕпе хастарлăх кăтартаççĕ.

Районти шкулсенче физкультурăна аталантарасси, сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси çỹллĕ шайра тесен те йăнăш мар. Кăçалтан ГТО нормисене шкул программине çĕнĕрен кĕртнине кура ачасем спортра тата пысăк çитĕнỹсем тăвасси иккĕлентермест. Районти спартакиадăра вĕренекенсем спортăн 15 тĕсĕпе ăмăртнă. Вăтам шкулсенчен Елчĕксем, тĕп шкулсенчен Патреккелсем куçса çỹрекен кубоксене çĕнсе илнĕ. Çамрăк армеецсен "Зарница", "Орленок" вăййисенче Елчĕксем çулсерен начар мар кăтартусем тăваççĕ.

Районта шкулсене модернизацилес енĕпе тунă курăмлă ĕçсем сахал мар. Кăçал кăна Кĕçĕн Таяпа шкулĕнчи спорт залĕ тĕпрен çĕнелчĕ - ун валли федераци бюджетĕнчен 838,884 пин тенкĕ, çавăн пекех патшалăхăн "Доступная среда" программăна ĕçе кĕртсе Кушкăри шкула çĕнетме 1652,375 пин тенкĕ уйăрнă. Ял шкулĕсем пĕрре те хуларисенчен кая мар.

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнчи çĕнĕлĕхсем ачасене кăна мар, ашшĕ-амăшне те, учительсене те шухăшлаттараççĕ. Кăçалхи раштав уйăхĕнче выпускниксем вырăс литературипе пĕтĕмлетỹ сочиненийĕ çыраççĕ. "Шкулта пирĕн ачасене икĕ япала вĕрентмелле - калаçма тата шухăшлама. Чĕлхесем, литература калаçма вĕрентеççĕ пулсан, шухăшлама - математика тата ытти предметсем", - палăртсах каларĕ Л.Левый. Кăçал республикăра литературăпа ППЭ тытакансем 3,5 процент çеç пулнă. Пирĕн районта 1 вĕренекен çеç литеатурăпа экзамен тытнă. Сочинени лайăх çыракан ачан логика шухăшлавĕ аван аталаннине, калаçăвĕ çыхăнуллă пулнине палăртмасăр иртеймĕн. Çитес çул Раççейре литература çулталăкĕ тесе палăртнă. Апла пулсан шкул ачисен хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ литература каçĕсенче, конкурссенче, конференцисенче, лекторисенче кăтартма майсем пулаççех.

Кăçалхи тăваттăмĕшсен 2022 çулта ют чĕлхепе обязательнăй майпа ППЭ тытмалла. Çавна май паянах чĕлхесене аван пĕлмелли, пуçа лайăх шухăшлаттармалли куç кĕрет.

Канашлура тухса калаçакансем çивĕч те хумхануллă ыйтусене нумай çĕклерĕç. П.Красновпа С.Петрова, Н.Миллин тухса калаçнине те пухăннисем тимлĕ итлерĕç. Вĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче пысăк ỹсĕмсем тума сунчĕç.

Канашлура вĕренỹпе воспитани ĕçĕнче палăрнă педагогсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, ЧР Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствин, район администрацийĕн, район администрацийĕн вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн, Чăваш Республикин вĕренỹ тата наука работникĕсен профсоюз рескомĕн Хисеп грамотисене парса чыс турĕç.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Н.Миллинпа П.Краснов вĕренекенсен робочĕсемпе паллашаççĕ.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика