Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Раççейри водоканалсен VII конференцийĕ

09:38 30 августа 2014 г.

Чăваш Енре Раççей водоканалĕсен çиччĕмĕш конференцийĕ вĕçленнĕ. Виçĕ кун хушши - çурла уйăхĕн 26-28-мĕшĕсенче - 300 ытла çын Чăваш Енĕн тĕп хулинче водопроводпа канализаци хуçалăхне (ВКХ) аталантарас çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă.

"Водоканалсен çиччĕмĕш конференцине Чăваш Енре ирттерме отрасльте тунă ỹсĕмсемшĕн суйласа илтĕмĕр тата Республика Пуçлăхĕ йыхравланипе", - пĕлтернĕ Раççейре шывпа тивĕçтерекен тата юхтарса яракан ассоциацийĕн ĕç тăвакан директорĕ Елена Довлатова пресс-конференцире. "Эпĕ Михаил Васильевич республика халăхне паха шывпа тивĕçтерес ыйту çине тарăннăн пăхнине пĕлетĕп. Çак ыйту паян уйрăмах çивĕч тăрать: шывăн тата çĕр айĕнчен тухакан çăл куçсен пахалăхĕ тарăн шухăшлаттарать", - палăртнă вăл.

Хальхи вăхăтра çĕр-шыври халăхăн 60 процентне таса шывпа тивĕçтерни çинчен пĕлтернĕ Раççейĕн строительствăпа ЖКХ министрĕн çумĕ Андрей Чибис.

2020 çул тĕлне çак кăтарту 90 процентпа танлашмалла. Шывпа тивĕçтермелли системăна модернизацилеме отрасле укçа-тенкĕ тата профессионал компанисене явăçтарнипе çĕнетсе аталантарма палăртаççĕ. Ку енĕпе саккунсен никĕсне туса хунă. Вăл отрасле укçа-тенке ытларах явăçтарма май парĕ.

Модернизацин механизмĕсенчен пĕри тарифсене нумай вăхăтлăх йĕркелесе пырассине ĕçе кĕртни пулса тăмалла. Экспертсем çапла шутлаççĕ: тарифсене çывăхри 3-5 çула йĕркелени водоканалсене малалла аталанма хистет. Темăна малалла аталантарнă май Андрей Чибис çакна аса илтернĕ: Раççейре 2019 çулччен граждансен коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тỹлевĕ çĕр-шывĕпе вăтамран çулсерен 6 процентран ытла ỹсмелле мар.

Конференцие хутшăннисем шывпа тивĕçтерекен тата шыва юхтарса кăларакан республикăри объектсемпе паллашнă.

- Коллегăсене Çĕнĕ Шупашкарти "Биологи тасатăвĕн сооруженийĕ" хысна унитари предприятийĕнчи хăйне евĕрлĕ оборудовани тата Шупашкарти "Водоканалти" çĕнĕ технологисем уйрăмах кăсăклантарчĕç. Раççейре шыв çине чи пысăк хак хураççĕ пулсан та, Чăваш Енре çак отрасль предприятийĕсене аталантарма тата йĕркере тытма пултарнине палăртма кăмăллă, - тенĕ Елена Довлатова.

Конференцие шăпах пирĕн республикăра ирттернин тепĕр сăлтавне те асăннă экспертсем. Коммуналлă тытăмри ĕçĕ-хĕл пирки сăмах пынă чух халăх хушшинче уççăнлăх пулмаллине аван ăнланаççĕ Чăваш Енре. Çавна пулах республикăра ЖКХ порталĕ чи малтан хута кайнă, çĕр-шывра чи лайăххисен йышне кĕнĕ. Ĕçри уççăнлăх халăх хушшинче ăнланулăх çуратать. Тĕслĕхрен, кăçал утă уйăхĕнче Раççей регионĕсен пуçлăхĕсен ЖКХ тытăмĕнчи медиарейтингне хатĕрленĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 23-мĕш вырăна шанчăклăн йышăнни паллă пулнă.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика