Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Раççей - спорт çĕр-шывĕ"

09:20 13 августа 2014 г.

Çакăн пек ятпа Чăваш Енре юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери V форум иртет. Çав кунах Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантармалли Канашĕн анлă ларăвĕ иртĕ. Унта "2016-2020 çулсенче физкультурăпа спортăн пурлăх базине аталантарасси. Раççей Федерацийĕнче официаллă физкультурăпа спорт мероприятисен тытăмне çĕнетсе улăштарасси" ыйтăва пăхса тухĕç. Çакнашкал хушăва алă пуснă Раççей Президенчĕ Владимир Путин.

Аса илтеретпĕр: "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума Раççей Президенчĕн 2009 çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнчи Хушăвĕпе килĕшỹллĕн физкультурăпа спорта, халăхсен хушшинче спорт çыхăнăвне йĕркелес, сывă пурнăç йĕркине сарас тĕллевпе ирттереççĕ. Форум пуçласа 2009 çулта Хусанта пулнă. Ун хыççăн Мускав, Саранск тата Якутск йышăннă. 2012 çултанпа форум икĕ çулта пĕрре иртет. "Асăннă форума Чăваш Республикинче ирттерме йышăнни регионта физкультурăпа спорт аталанăвĕ çỹллĕ шайра пулнине пĕлтерет", - тесе шухăшлать Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Ахальтен-им 2013 çул кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Республики спорт аталанăвĕн "Раççей регионĕ" номинацире наци премине пуçласа тивĕçнĕ. 2012 çул кăтартăвĕсем тăрăх вара Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Паян та Чăваш Енре спортăн çĕнĕ комплексĕсемпе Олимп центрĕсене хута ярас енĕпе хастар ĕçлеççĕ. 2013 çулта республикăра пурăнакансен 46 проценчĕ спорт сооруженийĕсене çỹренĕ, кашни виççĕмĕш çын физкультурăпа тата спортпа туслă. Кунсăр пуçне Раççей Федерацийĕн Спорт министерстви Чăваш Ене спорт хатĕрленĕвĕн федераци стандарчĕсене пурнăçа кĕртмелли эксперимент вырăнĕ тесе палăртнă.

Шухăшсем

Леонард ЛЕВЫЙ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ:

- Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери форумне Шупашкарта ирттернине сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшакан кашни çын хапăл туса йышăнать. Пирĕн республикăра, çав шутра пирĕн районта та, халăх спортпа туслаштăр тесе тĕрлĕ ăмăртусем, вăйăсем йĕркелеççĕ. Хальхи вăхăтра районта шкул ачинчен пуçласа пенсионера та хăйне килĕшекен спортпа туслашма майсем çителĕклĕ. "Улăп" сывлăх комплексĕнче кунсерен 300-шер çын сывлăхне тĕрлĕ енĕпе çирĕплетет. Кам ишме çỹрет, кам баскетболла выляма, кам мини-футбола килĕштерет... 10 секци ĕçлет. Штанга йăтакансемпе алă вăйĕ виçме кăмăллакансем Спорт çуртне çул хывнă.

Район халăхĕ Сывлăх кунĕсене йышлăн хутшăнать. Вĕсем тỹлевсĕр иртнĕрен çак кун инçетри ялсенчен те автобуссемпех бассейна килесси çирĕп йăлана кĕнĕ.

Ольга НИКОЛАЕВА, çăмăл атлетикăпа спорт мастерĕн кандидачĕ, Акчел ялĕ:

- Çурла уйăхĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕпе тĕл пулчĕ. Çак тĕл пулу хыççăнах Владимир Путин республикăшăн паллă документ - "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум пирĕн патăмăрта ирттерессине алă пусрĕ. Апла пулсан тĕл пулу çỹллĕ шайра иртнĕ, пĕрремĕш утăмсем сулмаклă. Çакăн пирки пирĕн мăнаçланмалла, форума хутшăнакансем умĕнче хамăра кăтартмалла.

Кăтартмалли вара пирĕн республикăн сахал мар. Чăваш Енре спортсменсене хисеплеççĕ, çул уçса параççĕ. Акă, эпĕ мĕн пĕчĕкрен спортпа интересленетĕп. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн мана Олимп резервĕсем хатĕрлекен шкула вĕренме илчĕç. Çуран чупма юрататăп эпĕ. Ỹсĕмсем те çук мар. Кăçал кăна 1995-1996 çулсенчи хĕр ачасем хушшинче Раççейри ăмăртура икĕ дистанцире те пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илтĕм. Ун хыççăн Европа кубокĕшĕн пынă ăмăртура Португалинче иккĕмĕш вырăн йышăнтăм. Манăн тĕллевĕм - спортра пысăк çитĕнỹсем туса хамăр район ятне çỹле çĕклесси. Спорт вăл манăн пурнăç.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика