Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Михаил Игнатьев: "Манăн тĕллев - тăван республикăра пурăнакансен пурнăç шайне лайăхлатасси"

08:25 09 августа 2014 г.

Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Правительство çурчĕн ларусен залĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев журналистсемпе йăлана кĕнĕ пресс-конференци ирттерчĕ. Унта федерацин, республикăн, хуласемпе районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.

2 сехет ытла тăсăлнă пресс-конференцире Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 30 ытла ыйту çине хуравларĕ.

Чи малтанах М.В.Игнатьев хăй должноçне пурнăçлама пуçланăранпа 4 çулхи ĕç-хĕле, республикăн кăçалхи 6 уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

М.В.Игнатьев палăртнă тăрăх, унăн тĕп тĕллевĕ - Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси. "Çын республикăра яланах хăйне лайăх туйтăр тесе тăрăшатăп. Унăн тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ, ĕç укçи, пурăнмалли вырăн пулмалла, хăйĕн малашлăхĕ пирки çеç мар, ачасене мĕнле пурнăç кĕтнĕ пирки шанăç пулмалла. Вĕсене тивĕçлĕ пĕлỹ, хăйĕн сывлăхне çирĕплетме, медицина пулăшăвĕ илме условисем туса памалла. Çак енĕпе республикăра влаç органĕсем 4 çул ĕçлеççĕ те. Тĕллевсене пурнăçламаллине нумай турăмăр, çапах та малашне те ĕçлемелли сахал мар", - пĕлтерчĕ Республика Пуçлăхĕ.

Ỹсĕмсем пирки М.В.Игнатьев цифрăсемпе, диаграммăсемпе çирĕплетсе пачĕ.

Чăнах та, çитĕнỹсем сахал мар. Раççей Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи Указĕсем республикăра пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Çынсен тупăшĕ куллен ỹсет. 4 çул каяллахипе танлаштарсан вăтам ĕç укçи 13 пин тенкĕрен пуçласа 21 пине яхăн ỹснĕ. Бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен - тухтăрсен вăл 26,7 пин, учительсен - 21,2 пин, ача сачĕсенче тăрăшакансен 19,3 пин тенкĕпе танлашать.

М.В.Игнатьев коммуналлă пулăшусемшĕн илекен тарифсем республикăра укçа тỹленинчен икĕ хут пĕчĕкрех пулнине те палăртрĕ.

Çавăн пекех пресс-конференцире Республика Пуçлăхĕ пурăнмалли çуртсем, социаллă пĕлтерĕшлĕ ытти объектсем тăвасси ỹсни пирки те чарăнса тăчĕ. Çакăн пирки хаçатăн паянхи номерĕн иккĕмĕш страницинче вырнаçнă диаграммăпа та паллашма пултаратăр.

Промышленность производствин индексĕ, ял хуçалăх таварĕсене туса илесси, демографи лару-тăрăвĕ тата республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ытти кăтартăвĕсем те курăмлă.

М.В.Игнатьев массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсен ыйтăвĕсем çине туллин хуравларĕ. Кунта АПК, районсемпе хуласен аталанăвĕ, хуласемпе районсен ертỹçисен ĕç-хĕлĕ, тирпей-илем, наци кадрĕсем хатĕрлесси тата ытти ыйтусем тавра та хĕрỹ калаçу пычĕ.

Пресс-конференцине вĕçленĕ май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене малашне те пĕрле тачă çыхăнса ĕçлеме кирлине палăртрĕ.

А.КАРЛИН.

Сăн ỹкерчĕкре: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев ирттернĕ пресс-конференци саманчĕ.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика