16:42 08 августа 2014 г.
Сире Физкультурник кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр.
Физкультурăпа спорт пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Спортпа туслă, сывлăхлă çынсем чунпа та пуян. Вĕсем - общество тĕрекĕ, вĕсен кирек хăш ĕçĕ те ăнăçлă, çитĕнỹллĕ.
Елчĕк халăхĕ спортпа туслă пулнипе яланах палăрать. Тĕнче, Раççей, республика шайĕсенче палăрнă спортсмен ентешсемпе эпир тивĕçлипе мухтанатпăр, савăнатпăр.
Районти ялсенчи спорт залĕсем, хоккей площадкисем, "Улăп" спорт комплексĕ çамрăксен тата аслă ăрурисен сывлăхне çирĕплетме май параççĕ.
Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, телей, спортра пысăк çитĕнỹсем тума ăнăçу сунатпăр.
Р.МОЛОДОВА, Елчĕк район пуçлăхĕ.
Н.МИЛЛИН, район администрацийĕн пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»