08:47 06 августа 2014 г.
ЧР Юстици министерстви Чăваш Республикин "Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен" саккуна улшăнусем кĕртесси çинчен" саккун проектне хатĕрленĕ. Ăна Чăваш Енре пурăнакансемпе сỹтсе яваççĕ, вĕсен шухăшĕсене тĕпчеççĕ.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене туса хумалли йĕркене палăртакан саккунсем федераци шайĕнчех улшăнчĕç.
Халăх паянхи кун Раççей Федерацийĕн "Федерацин "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" саккунăн тата 2014 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен патшалăх влаçĕн саккун кăларакан тата ĕç тăвакан органĕсене йĕркелемелли пĕрлехи принципсем çинчен" саккунăн 26.3 статйине улшăнусем кĕртесси çинчен" саккуна, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене йĕркелес ыйтăва тишкерет. Çак саккунсем муниципаллă пĕрлĕхсен çĕнĕ тĕсĕсене туса хума çул уçаççĕ.
Малашне пуçлăхсене еплерех суйласси паян халăх тĕрĕс йышăну тунинчен килет. Çавăнпа та манăн хаçата хамăн шухăша çырса пĕлтерес килет. Халăхăн ытларах пайĕ район тата райадминистрацин пуçлăхĕ пĕр çын пулмаллине, ăна халăх суйламаллине палăртрĕ. Тĕрĕс йышăну çакă. Эпĕ шутланă тăрăх, кирек хăш ертỹçĕне те халăха суйлама ирĕк памалла, 2-3 кандидатран вăл тивĕçлине палăртма пултартăр. Ял тăрăхĕн пуçлăхне суйласси пирки ыйту хускатас пулсан, пĕрисем ăна тỹрĕ суйлав урлă, теприсем вара ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тилхепине тытса пыма депутатсен йышĕнчен палăртма сĕнеççĕ. Депутат вăл пĕр-пĕр округран анчах суйланать. Ман шухăшпа, депутатсен йышĕнчен палăртнă ертỹçĕне халăх килĕштермессе е пĕлмессе те пултарать, вăл унпа пĕр чĕлхе тупасси те иккĕленỹллĕ. Ял ăслă-тăнлă çынсемсĕр мар, кам мĕнлерех ĕçлеме пултарнине пурте лайăх пĕлеççĕ тата кураççĕ, çавăнпа та ял тăрăхĕн пуçлăхне халăха суйлама ирĕк памалла текен сĕнỹпе эпĕ килĕшетĕп.
Ырă тĕслĕх вырăнне хамăр районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенех илер. Пурте вĕсем халăх суйланă ертỹçĕсем, шанчăка çĕре ỹкермесĕр тивĕçлĕн ĕçлесе пыраççĕ.
Петр ЧЕРНОВ, СССР халăх учителĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»