09:51 02 августа 2014 г.
Пирĕн республикăра, районта, Раççейĕн ытти кĕтесĕнчи пекех, Федерацин 136-ФЗ номерлĕ саккунне питĕ анлăн тишкерчĕç. Унта, тĕпрен илсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене йĕркелесси пирки сăмах пырать. ЧР Юстици министерстви çак енĕпе Чăваш Республикин саккунĕн проектне хатĕрленĕ, ăна обществăра халăхпа пĕрле сỹтсе явма тăратнă.
Çак саккун проекчĕ пирки манăн та хамăн шухăша пĕлтерес килет. Федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене йĕркелемелли мелсене регионсене хăйсене суйламашкăн ирĕк пани, ăна сỹтсе явма халăх хутшăнни ырă пулăм. Ман шухăшпа, район пуçлăхне халăх суйламалла, район пуçлăхĕн, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пĕр çын пурнăçламалла. Политика, экономика, социаллă тата ытти ыйтăва йăлтах хăй татса патăр вăл. Район депутачĕсен Пухăвĕн ертỹçи вара депутатсемпе çеç ĕçлемелле.
Ял тăрăхĕн пуçлăхне палăртмалли йĕрке пирки вара икĕ тĕрлĕ шухăш та пур. Ăна халăх та, вырăнти депутатсен йышĕнчен суйласан та япăх пулас çук. Тивĕçе туйсан тата халăхшăн тăрăшса ĕçлесен кирек хăш мелпе суйланнă пуçлăх та хисепе тивĕçет.
В.РЫБКИН,
Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»