08:19 30 июля 2014 г.
Иртнĕ номерте Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулни пирки хыпарларăмăр. Районта пурăнакансем ертỹçĕсен тĕл пулăвĕ хыççăн çуралнă шухăшĕсемпе паллаштараççĕ.
Леонард ЛЕВЫЙ, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ:
- Уйрăммăн илсен, тĕл пулура регионра Раççей Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи Указĕсем мĕнле пурнăçланса пынине тишкернĕ, ача сачĕсен черечĕсене пĕтерме йышăннă мерăсене, регионăн çамрăк çемьесене пулăшмалли программăсене сỹтсе явнă. Указсемпе программăсем республикăра ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ.
Чи çивĕч ыйтусен шутĕнче - ача сачĕсене юсасси тата хута ярасси. Республикăра ача сачĕсен строительствипе нумай ĕçленĕ: кĕске вăхăтра пĕтĕмпе 13600 вырăн йĕркеленĕ. Шкул çулĕчченхи ачасене ача сачĕпе тивĕçтерес тĕллев районта та ăнăçлă пурнăçланать. Ялсенчи шкулсем çумĕнче ушкăнсем уçăлни, Елчĕкре маларах хупăннă ача садне юсаса ĕçе кĕртни тата Мир урамĕнче 95 ача вырнаçмалăх "Шевле" ача сачĕ хута кайни ума лартнă тĕллеве пурнăçлама май пачĕ: районта 3 çултан пуçласа 6 çулти ачасене пĕтĕмĕшпех ача сачĕпе тивĕçтернĕ.
Николай ПЕТРОВ, Елчĕк район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ:
- Раççей ертỹçипе тĕл пулнă май Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе тата экономика лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. Лару-тăрăва илемлетсе кăтартмасăр, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕр ỹстермесĕр, тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пĕтĕмлетрĕ.
Строительствăра та ырă динамика сыхланса пырать. Республикăпа илсен, хулара та, яллă вырăнсенче те пĕр çын пуçне хута каякан çурт-йĕр 0,7 тăваткал метрпа, пурăнмалли çурт-йĕр хута ярасси кăçал 103-104 процентпа танлашать.
Валерий АФАНАСЬЕВ, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
- Тĕл пулура Владимир Путин хăйне мĕнле тытни, тỹлек калаçни Михаил Васильевичăн ĕç-хĕлне ырланине, ăна шаннине, пурнăçланă ĕç-хĕлпе кăмăллă пулнине çирĕплетрĕ. Чăваш Енре ырă динамика сыхланса пынипе, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне лайăхлатмалли тата ытти программăсем ăнăçлă ĕçленипе Раççей ертỹçи кăмăллă.
Чăваш Енĕн пысăк çитĕнĕвĕсенчен пĕри - 2012 çултан пуçласа демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăнни. 2013 çулта халăх йышĕ хăй тĕллĕн ỹсеслĕх 1027 çынпа танлашнă.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»