09:34 27 июня 2014 г.
Сисĕнмесĕрех иртет ачалăх. 11 çул каялла пĕрремĕш хут шкула ура ярса пусни те нумай вăхăт мар пек. Халĕ акă вăтам шкул пĕтернине çирĕплетекен кăларăм каçĕ те çитнĕ. Хыçра тарăн шухăша путарнă патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсем, выляса-кулнă ачалăх, куç умĕнче пĕрремĕш вĕрентекенсем. Умра вара анлă та аслă çула тухмалли пĕрремĕш утăмсем... Кăçал районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсенчен 165 çамрăк вĕренсе тухрĕ. Вĕсем пурте ăсату каçне Елчĕкри тĕп лапама пуçтарăннă. Вун пĕрмĕш класран вĕренсе тухакансен ашшĕ-амăшĕ, аппăшĕ-йăмăкĕ, шăллĕ-пиччĕшĕ, çывăх тус-тантăшĕсем те пурнăçра асра юлмалли самантран пăрăнса юлман. Вĕсем тăван тĕпренчĕкĕсене малашлăхра ăнăçу сунса чĕрĕ чечексем, асăнмалăх парнесем парса чыслаççĕ. Чылайăшĕ савăнăç куççульне те пытараймасть.
Хĕрсем хитре те ятуллă бал кĕписемпе, каччăсем уяв костюмĕсемпе. Акă, вăтам шкул пĕтерекенсем, мăнаçлăн утса пĕр рете тăрса тухрĕç. Кашни шкултах пысăк тавра курăмлă, пултаруллă, ăста спортсменсем, тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсенче мала тухнисем пур. Пултаруллисене ятран аса илсе кашнийĕн ỹсĕмĕсене палăртса хăвармасăр иртмерĕç уявра.
Кăçалхи вĕренỹ çулĕн пуçламăшĕнче "5" паллăпа кăна вĕренекенсене ылтăн тата кĕмĕл медальсем памалла марри çинчен йышăну тунăччĕ. Çу уйăхĕн вĕçĕнче ăна çĕнĕрен улăштарса вĕренỹ отличникĕсене медальсем пама палăртрĕç. Чăннипех те тивĕçлĕ вĕренỹ хастарĕсем ăна. Хальлĕхе вара отличниксем хĕрлĕ аттестата тивĕçрĕç. Медалĕсене юпа уйăхĕн 1-мĕшĕчччен пама палăртнă. Иртнĕ çулсенчи пек ылтăн тата кĕмĕл медальсем пулмĕç, пĕр тĕслĕ медальпе чыслĕç маттурсене. Район пуçлăхĕ Роза Молодова выпускниксене уяв ячĕпе саламласа ăнăçу суннă май вĕренỹри ỹсĕмсемшĕн хĕрлĕ аттестат тивĕçнисене чысларĕ. Кăçалхи выпускниксем хушшинче вĕренỹ отличникĕсем - 21. Кашни вĕренекен шкул ят-сумне çỹле çĕкленĕ кăна мар, район чысне тĕрлĕ шайри конкурссенче хỹтĕленĕ, мала тухнă, пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадисенче палăрнă, спортра пысăк çитĕнỹсем тунă. В.Ананьева, В.Никитин, Н.Федорова (Çĕнĕ Пăва), О.Антонова, В.Иванова, Екатерина Владимировнăпа Екатерина Николаевна Кузьминасем, Д.Марков, Е.Петрянкин, А.Родионова, А.Трофимова, А.Якимов, О.Смелова (Елчĕк), Н.Зайцева, А.Марков, А.Портнова (Кушкă), А.Кантеева, Р.Райков (Аслă Елчĕк), С.Михайлова, А.Сидоров (Çирĕклĕ Шăхаль), К.Николаева (Лаш Таяпа) хăйсем вĕреннĕ шкулсен историне паллă йĕр хăвараççĕ. Вĕсен йышĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисем те пур.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин пуçтарăннисене паллă пулăм ячĕпе саламланă май республика шайĕнчи олимпиада çĕнтерỹçисемпе призерĕсене грамотăсем парса тав турĕ. Районти шкул ачисем Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадисенче республика шайĕнче палăраççĕ. Елчĕк вĕренекенĕсем ăсталăхĕпе хула шкулĕсемпе танлашаççĕ. Кăçал та 18 вĕренекен (вĕсенчен 9-шĕ выпускник) регионти конкурссенче палăрнă. Пурте вĕсем Николай Петрович аллинчен Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пай начальникĕ Леонард Левый общество тата спорт пурнăçне хастар хутшăннă выпускниксене район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп грамотисене парса чысларĕ.
Класс ертỹçисен, ашшĕ-амăшĕсен, директорсен, выпускниксен ячĕсемпе Надежда Хушкина, Светлана Петрянкина, Родион Портнов, Вера Иванова тухса калаçрĕç. Салам, сыв пуллашу, тав сăмахĕсене чун-чĕререн каланине итлеме кăмăллă. Вун пĕр çул пĕр килти пек пурăннă тус-тантăшсенчен, юратнă вĕрентекенсенчен уйрăлма пĕрре те çăмăл марри куç кĕрет.
Унтан вăтам шкултан вĕренсе тухнисем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Вĕсем хушшинче юрра-ташша ăстисем, аттестатпа пĕрле Елчĕкри искусство шкулĕнчи тĕрлĕ класран вĕренсе тухнисем те йышлăн. Ăсату юррисем, пурте пĕрле ушкăна тăрса тĕрлĕ ташă ташлани выпускниксен асĕнчен часах тухмĕç.
Юлашкинчен йăлана кĕнĕ "ташă марафонĕ" конкурс иртрĕ. Бал королевипе королĕн титулĕсене Елчĕкри Валерия Павловăпа Владимир Викторов çĕнсе илчĕç. Вĕсене коронăсем тăхăнтартрĕç. Унтан выпускниксем хăйсен шкулĕсене, Елчĕксем культурăпа кану центрне çул тытрĕç. Калаçмалли, канашламалли, аса илмелли пайтах выпускниксемпе вĕрентекенсен, ашшĕ-амăшĕн.
Кушкă шкулĕн выпускникĕсене Аслă Пăла Тимеш чиркĕвĕн пачăшки Алексей атте пиллесе анлă та аслă çула ăсатасси çирĕп йăлана кĕнĕ. Шкул пĕтернисем чи малтан чиркỹре пулчĕç.
Выпускниксем! Турăпа пĕрле çỹрĕр, такăр пултăр сирĕн анлă та аслă çулăр!
В.СМИРНОВА.
Сăн ỹкерчĕксенче: уяв саманчĕсем.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»