16:25 11 июня 2014 г.
Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕ - Раççей кунĕ. Районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕ те çак куна килнĕрен районта пурăнакансемшĕн вăл икĕ хут уяв пулса тăчĕ. Акатуй уявĕ кăçал районта 57-мĕш хут иртет, ăна Культура çулталăкне халалланă.
Елчĕк районĕн тĕп пуянлăхĕ - пултаруллă та тăрăшуллă ĕçченсем - ял хуçалăхĕнче, промышленноçра вăй хуракансемпе интеллигенци. Сирĕн пултарулăхăра, тăрăшулăхăра пула Елчĕк Ен паян Чăваш Республикинче вăхăтпа тан утакан, малалла аталанса пыракан ял хуçалăх тата культура центрĕ шутланать. Пирĕн юратнă районăмăр çулсерен çĕнелсе, чечекленсе пырать. Мĕн пуррипе, çак вăхăтчен мĕн тума пултарнипе анчах лăпланса ларас марччĕ, малашне те пĕрлехи вăйпа ỹсĕмсене çывхартассишĕн ăнтăлар.
Сире пурне те Раççей кунĕ ячĕпе тата ĕçпе юрă тата спорт уявĕ - Акатуй ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Ырлăх-сывлăх,телей, ăнăçу, тăнăç пурнăç сунатпăр!
Р.МОЛОДОВА, район пуçлăхĕ.
Н.МИЛЛИН, район администрацийĕн пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»