Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çимĕк

08:59 05 июня 2014 г.

Çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Троица умĕнхи шăмат кун, Христос тĕнне тытса вилнĕ çынсене асăнмалли кун.

Вилнĕ çынсемшĕн мĕншĕн кĕлĕ тума кирлĕ-ха? Мĕншĕн тесен çын çĕр çинче çылăха кĕмесĕр пурăнаймасть. Вăл ирĕклĕ те, ирĕксĕр те, пĕлсе те, пĕлмесĕр те, ĕçпе те, сăмахпа та çылăха кĕрет: этем тĕрлĕ майпа çылăха кĕме пултарать. Пирĕн хушăмăрта никам та: "Эпĕ çылăхсăр", - теме пултараймасть. Вилессе те çын çылăхпа вилет. Нумайăшĕ вилес умĕн хăйсен çылăхĕсемшĕн ỹкĕнме те ĕлкĕреймест, вилĕм çынна хăш вăхăтра тĕл пулнă, çав вăхăтра илсе каять. Çав çылăхпах вилнĕ çынсем леш тĕнчере хăйсен çылăхĕсемшĕн хăйсем кĕл тума пултараймаççĕ. Вĕсен хăйсен çылăхĕсенчен ỹкĕнме вăхăчĕ иртнĕ. Çав пиртен уйрăлса леш тĕнчене куçнă тăвансен мĕн пур шанчăкĕ те çĕр çинчи чĕрĕ çынсенче. Вĕсем эпир кĕл тăвасса кăна кĕтсе тăраççĕ. Çавăнпа пирĕн вилнĕ тăвансемшĕн кĕл тумалла. Вĕсемшĕн килте те час-часах кĕл тумалла, чиркỹре те священнике панихида кĕлли тутарас пулать. Вилнисемшĕн апат кĕллинче таса парне кỹнĕ вăхăтра асăнса кĕл туни пуринчен ытларах усăллă.

Вилнисен ячĕпе ырă ĕçсем туни те пит усăллă. Ун çинчен Святой Иоанн Златоуст калать: "Вилнĕ çыннăн мĕн чухлĕ çылăхĕ нумай, çавăн чухлĕ уншăн ырă ĕçсем нумайтарах тăвас пулать, тăлăхсене, мĕскĕнсене вăй çитнĕ таран таса кăмăлтан пулăшас пулать", - тет. Тата çавăн çинченех Телейлĕ Августин калать: "Вилнисемшĕн ырă ĕç туни - Туррăн ырă кăмăлне çавăрать, вĕсене хăйсен çылăхĕсем пирки курас асапсенчен хăтарать", - тет.

Хăш-пĕр çынсем çапла калаççĕ: "Ман çывăхра тăлăх çын та, мĕскĕн çын та çук, пурте лайăх пурăнаççĕ, кама пулăшмалла?". Çĕнĕ чиркỹ тунă çĕрте укçа-тенкĕпе пулăшни, пушă вăхăтра чиркỹ таврашĕнче ĕçлесе пулăшни те питĕ ырă ĕç пулать. Уйрăмах çуллахи вăхăтра чиркỹ йĕри-таврашĕнче тирпей-илем тытса тăма нумай ĕçлемелле, çавăнпа кашни çын чĕнессе кĕтмесĕр, хăй ирĕкĕпе пырса пулăшсан питĕ аван пулмалла.

Лаш Таяпари Турă Амăшĕ çурални ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Силуан иеромонах (Козлов).

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика