Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чикĕ хуралçисене чысласа - палăк

09:43 31 мая 2014 г.

Елчĕкре тĕп стадион çывăхĕнче пограничниксене чысласа чикĕ юпи тата палăк çĕкленчĕ. Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче - чикĕ хуралçисен кунĕ ăна савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Тăван çĕр-шыв чиккин хуралçисене уяв ячĕпе саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин хутшăнчĕ.

- Пограничниксен çарĕ - Хĕç-пăшаллă вăйсенче чи хисеплисенчен пĕри. Симĕс пакунлă чикĕ хуралçисем тăшман пирĕн çĕр-шыв çине тапăнса ан кĕтĕр, мирлĕ халăхсен тăнăçлăхĕ упрантăр тесе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăваççĕ. Çавăнпа пограничниксене халăхра сума сăваççĕ. Пирĕн районти запасри воин-пограничниксем те, вĕсенчен нумайăшне эпир лайăх пĕлетпĕр, ят-сума тивĕçнĕ. Çар службинче пулни - пурнăç тути-масине астивни вĕсене çирĕп шухăш-кăмăллă пулма хăнăхтарнă та. Çитĕнекен ăрăва паянхи пурнăçра хăйсен ырă тĕслĕхĕпе хавхалантаракан чикĕ хуралçисене ятран палăртса калани пушшех вырăнлă. Тỹскел ялĕнче çуралса ỹснĕ Герман Кучков - патшалăх хăрушсăрлăх службин ветеранĕ. Служба тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланăшăн ăна "Патшалăх чиккине хỹтĕленĕ çĕрте палăрнăшăн" медальпе наградăланă. Вĕсем хушшинче яваплă ĕç вырăнĕсенче тăрăшакансем те нумай: Раççей агропромышленность комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, "Прогресс" акционерсен хупă обществин директорĕ Петр Скворцов, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ĕнел бригадин бригадирĕ Анатолий Куприянов, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов, Елчĕк районĕнчи электричество сечĕн ертỹçи Юрий Хушкин, Тĕмерти шкул директорĕ Александр Муллин, Елчĕкри Виталий Иванов, Юрий Марков, Николай Карабурнашев, Тỹскелти Владимир Кучков, Тĕмерти Юрий Уткинпа Анатолий Крылов, Кĕçĕн Таяпари Геннадий Головинпа Николай Симаков, Тăрăмри Сергей Долгов, ĕç ветеранĕсем - Кĕçĕн Таяпари Петр Крылов, Кушкăри Николай Емильев.... Пирĕн районта çуралса ỹснĕ, тĕрлĕ çулсенче пограничниксен çарĕнче службăра тăнă çынсен ячĕсене тата та аса илме пулать, вĕсем 100 ытла та шутланаççĕ.

Хăйсем пĕр шухăшлă пулса палăка тата чикĕ юпине кĕске вăхăтра вырнаçтарса лартма пултарни те вĕсен яваплăх туйăмĕ пысăк пулнине тепĕр хутчен яр уççăн çирĕплетсе парать. Ĕçĕ пархатарлă пулин те çакă пысăк тăкаксемпе çыхăннă. Палăка тума запасри воин-пограничниксем хăйсен тỹпине хывнине тивĕçлипе хакламалла. Гранит палăка пурне те - район ертỹçисен, пограничниксен кăмăлне тивĕçтермелле ăсталаса хатĕрленĕ Л.Григорьев уйрăм çыннăн "Ритуал" предприятийĕнчи специалистсене тата хальхи вăхăтра унта ĕçлекен запасри воинсене Виталий Ивановпа Анатолий Яковлева, Анатолий Казначеева тав тумалăх пур.

Пухăннисен умĕнче тухса калаçнă Петр Скворцов тата "Ритуал" предприятире вăй хуракан Виталий Иванов палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин Петр Скворцовпа Геннадий Горшкова, Виталий Ивановпа Николай Смирнова республикăри "Пограничниксен туслăхĕ" общество организацийĕн хисеп паллине, пограничниксен тепĕр ушкăнне район администрацийĕн Хисеп хучĕсене тата Тав çырăвĕсене парса чыс турĕ.

Çак кун Вырăскасси ялĕнче те пысăк уяв иртнĕ - Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса лартнă палăкпа юнашар чикĕ юпи вырнаçтарнă. Ăна запасри воин-пограничниксен, хальхи вăхăтра Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан Любомир Леонтьев тата Владимир Евграфов пуçарăвĕпе туса лартнă.

... Çапла майпа малашне запасри воин-пограничниксен хăйсен уявне пĕрле пуçтарăнса паллă тумалли, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă юлташĕсене аса илсе чечек кăшăлĕсем хурса пуç таймалли, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассинчи паттăрлăх урокĕсене ирттермелли сăваплă вырăнĕ пулĕ вăл..

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ỹкерчĕкĕ авторăн.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика