15:16 30 мая 2014 г.
Сире çак çутă уявпа - Ачасене хỹтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кунпа чун-чĕререн саламлатпăр.
Ахăртнех, ăна çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче паллă туни ахальтен мар-тăр, вăл хаваслă çу тата ачасем тахçантанпах чăтăмсăррăн кĕтекен каникул кунĕсем пуçланнине систерет.
Çак кун чăннипех ырă, пĕлтерĕшлĕ, вăл пире çамрăк ăру умĕнчи яваплăх çинчен тепĕр хут аса илтерет. Кашни ачашăн тăрăшасси, сывлăхне упрасси, унăн правине хỹтĕлесси, пултарулăхне аталантарма, телейлĕ çитĕнме майсем туса парасси - пирĕн тĕп тивĕç. Елчĕк ачисем лайăх çынсем пулса çитĕнессе, пурнăçра пысăк çитĕнỹсем тума пултарасса, хамăр çуралса ỹснĕ тăрăха тата та илемлĕрех те пуянрах тăвасса шанса тăратпăр.
Уяв ячĕпе саламласа пурне те телей, çирĕп сывлăх, туслăх, юрату, ăнăçу, харпăр хăйĕн вăйне шанма сунатпăр.
Р.МОЛОДОВА, район пуçлăхĕ.
Н.МИЛЛИН, район администрацийĕн пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»