Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хисеплĕ ветерансем, салтак арăмĕсемпе тыл ĕçченĕсем! Хаклă ентешсем!

16:48 07 мая 2014 г.

Сире Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 69 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр!

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче кашни çулах эпир çĕр-шывшăн питех те йывăр килнĕ çулсенче пур йывăрлăха тỹссе ирттернĕ, пире Аслă Çĕнтерỹ парнеленĕ паттăрсене чыслатпăр, вăрçăра вилнисене асăнатпăр. Çĕнтерỹ кунĕ - истори уявĕсенчен чи пĕлтерĕшли. Çулсем иртнĕçемĕн унăн чапĕ ỹссе те ỹссе пырать. Çак кун халăх пĕрлĕхне, хăюлăхпа паттăрлăха тата Тăван çĕр-шыва юратнине сăнарлакан çутă символ пулса тăрать.

Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенченех Елчĕк халăхĕ Тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме кар тăнă, районтан 8 пине яхăн вăй питти çын вăрçа тухса кайнă, вĕсенчен çуррине анчах килĕсене таврăнма пỹрнĕ.

Хаяр вăрçă çулăмĕ кашни çемьенех пырса тивнĕ. Яла юлнă хĕрарăмсемпе ватăсем, ача-пăча Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми тăрăшнă.

Шел пулин те, вăрçă вучĕ витĕр тухнă ветерансен йышĕ çулсеренех чакса та чакса пырать. Паянхи кун районта вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем 33 çын, салтак арăмĕсем 180 çын, тыл ĕçченĕсем 864 çын пурăнаççĕ. Вĕсен умĕнче пуçăмăрсене таятпăр.

Ентешсен паттăрлăхĕ, хастар ĕçĕ нихăçан та манăçа тухмĕ, вăл ĕмĕрсем тăршшĕпе сыхланса юлса çĕнĕ ăрусен асĕнче упранĕ.

Ветерансемпе тыл ĕçченĕсене çирĕп вăй-халлă пулма, яланах çутă ĕмĕтпе пурăнма сĕнетпĕр. Сирĕн ырă та пархатарлă тĕслĕхĕр мăнуксемпе кĕçĕн мăнуксене, вĕсен ачисене патриотла воспитани парас ĕçре пысăк пулăшу параççĕ.

Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу, тăнăç пурнăç, канлĕ ватлăх сунатпăр.

Р.МОЛОДОВА,

Елчĕк район пуçлăхĕ.

Н.МИЛЛИН,

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика