16:06 21 апреля 2014 г.
Сире вырăнти хăй тытăмлăх кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕ граждан обществин пурнăçне йĕркелесе пымалли тĕп форма, влаç вăй-хăвачĕн шайĕ тата рынок тапхăрĕнчи экономика тытăмĕн элеменчĕ пулса тăчĕ. Вăл пур сферăпа службăна пĕрлештерекен социаллă тытăм шутланать.
Район ертỹлĕхĕ район экономикипе социаллă пурнăçне, экономикăн пур отрасльне тата социаллă сферăна аталантарассине, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçне лайăхлатассине, бюджет тивĕçĕсене пурнăçлассине тĕп тĕллев вырăнне хурать. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлĕнче лайăх кăтартусем тунăшăн иртнĕ çул район республикăра призлă вырăн йышăнма пултарни çакна лайăх çирĕплетет.
Пурнăçланă ĕç-хĕл сахал мар, çапах та тумалли нумай-ха. Елчĕк халăхĕ яланах ĕçченлĕхпе палăрать, умри тĕллевсене малашне те пĕрле пурнăçласа пырасса, çавна май тăван района ăнăçлă аталантарасса, ăна илемлĕрех те хăтлăрах тăвасса шанса тăратпăр.
Р.МОЛОДОВА,
Елчĕк район пуçлăхĕ.
Н.МИЛЛИН,
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»