Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тивĕçе чыслăн пурнăçламалла

15:17 26 марта 2014 г.

"Тăван çĕр-шыва хỹтĕлесси - Раççей Федерацийĕн гражданинĕн тĕп тивĕçĕ" тесе палăртнă çĕр-шыв Конституцийĕнче. Çапах та çак таса тивĕçе пурнăçласран пăрăнакансем тупăнсах тăраççĕ. Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн ĕçченĕсем Елчĕк, Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски районĕсенчи хаçат ĕçченĕсемпе тата çар комиссариачĕсен специалисчĕсемпе пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче ирттернĕ пĕрлехи канашлура шăпах çак çивĕч ыйтăва тишкертĕмĕр.

"Таркăнсем" ытларах чухне ют регионсене ĕçлеме каяççĕ те килĕсене таврăнмаççĕ. Анчах та "вĕренĕн вĕçĕ пур" тенĕ евĕр, паян-ыран мар пулсан та çав-çавах йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен аллисене çакланаççех вĕсем. Çакăн евĕр тĕслĕх Шăмăршă районĕнче пулса иртнĕ. 5 çул салтака каясран пăрăнса пурăннă 23 çулхи çамрăк хальхинче йĕрке хуралĕн сотрудникĕсенчен тарса ỹкеймен.

Р.Шайхалов ертỹçĕ пĕлтернĕ тăрăх, следстви пайĕн ĕçченĕсем çар тивĕçне пурнăçласран пăрăннă 4 районти вун тăхăр çамрăк тĕлĕшĕпе пуçарнă 19 уголовнăй ĕçе (республика шайĕнче пурĕ 25 ĕç) тишкернĕ. Маларах Елчĕк районĕнче ытти районсемпе танлаштарсан çар службин призывĕнчен пăрăнакан йĕкĕтсен йышĕ чи пысăкки пулнăччĕ пулсан, хальхинче "таркăнсен" йышĕ палăрмаллах чакнă. "Хура" списока Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи 2-шер, Шăмăршă районĕнчи - 3, Патăрьел районĕнчи 12 çамрăк лекнĕ. Салтак ретне тăма юрăхлă пулнине палăртнă пулсан та вĕсем Чăваш Республикин çар комиссариачĕн уйрăмĕсене пыман, призывпа çыхăннă мероприятисене хутшăнман. Йĕркене пăсакансене 30 пин тенкĕрен пуçласа 80 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттернĕ.

Кăçал республикăра салтак тивĕçне пурнăçласран пăрăннă 12 çамрăк тĕлĕшĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă. Суд айăплавĕ пăрахăçлансан вĕсем çар ретне тăрĕç. Сăмах май, çар ретне тăрассинчен пăрăнакансене 200 пин тенкĕ таран штрафлама е 2 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ.

Е.ПЕТРОВА.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика