Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ырă ĕçĕн хакĕ пысăк

09:09 24 марта 2014 г.

Ырă ĕçĕн хакĕ пысăк

Пирĕн ентеш - Тỹскел ялĕнче çуралса ỹснĕ, Афган вăрçин ветеранĕ, вĕри точкăсенче çапăçнă ветерансен Чăваш Республикинчи "Доблесть" обществăлла организацине ертсе пыракан Владимир Яковлев пархатарлă та сăваплă ĕç пурнăçлать...

Республикăри асăннă организацие вĕри точкăсенче çапăçнă ветерансем тăрăшнипе 15 çул каялла йĕркелесе янă. Çак тапхăрта вĕсем йывăрлăхпа тĕл пулнă çар çыннисемпе вĕсен çемйисене, сусăр ачасене мĕн таран пулăшнине, урăхла каласан, мал ĕмĕтпе, шанчăкпа пурăнма хавхалантарнине сăмахпа каласа пĕтереймĕн. "Доблесть" обществăлла организацин членĕсем (вĕсен йышĕнче Елчĕк районĕнчен тухнисем темиçен те) - çар ĕçĕн хастар ветеранĕсем республикăри хуласемпе районсенче пулса тăтăш тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелесе ирттереççĕ. Хăйсен тивĕçне туллин тата кирлĕ шайра туса пынине палăртас тĕллевпе вĕсем правительство йышне кĕмен коммерциллĕ мар организацисен "Сахал тупăш илекенсене тата вăрçă ветеранĕсен çемйисене гуманитари пулăшăвĕ парассин программи" ятпа иртекен Раççей шайĕнчи проектсене пурнăçлама хутшăнаççĕ. Юлашки 6 çулта 3 хутчен грант çĕнсе илме те пултарнă.

"Доблесть" обществăлла организацин хастарĕсем, район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Антонина Александрова тата социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Ирина Аникина ертсе пынипе, пирĕн районта асра юлмалли тата чун-чĕрене ăшăтакан черетлĕ тĕл пулу йĕркелесе ирттерчĕç. Районти тĕп библиотекăри çутă та пысăк залри çавра сĕтел тавра Демократиллĕ Афганистан Республикинче çар тивĕçĕсене пурнăçланă паттăрсем, вĕсен мăшăрĕсемпе ачисем пуçтарăннине курма питех те кăмăллă пулчĕ. Уявра 30 ытла çемье тĕрлĕ парнесене тивĕçрĕ. Районти артистсем шăрантарнă юрăсем çав вăхăтри пулăмсене аса илтерни уява чĕрĕлĕх кĕртрĕ.

Мероприятие тăван районта - Елчĕкре çакăн пек ăшă лару-тăрура йĕркелесе ирттерме май пулнăшăн Владимир Яковлев чун-чĕререн савăннине, çав вăхăтрах ентешĕсен умĕнче яваплăха туйса самай пăлханнине те пытармарĕ. Ун хыççăн çакăн пек палăртса каларĕ: "Эсир пурришĕн, тăванăмсем, мăнаçланатпăр. Афганистанри тăнăç пурнăçшăн вилĕмпе юнашар тăрса кĕрешнĕ районти 300-е яхăн салтак умĕнче пуçăмăрсене таятпăр. Анчах шел, вĕсенчен виççĕшĕ - Юрий Борисов, Юрий Григорьев, Анатолий Патшин интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçласа вилнĕ. Мирлĕ саманара пурнăçран уйрăлса кайнисен хисепĕ те ỹссех пырать. Эпир вĕсене нихăçан та манмастпăр, вĕсен çемйисене малашне те май пур таран пулăшма, хавхалантарма тăрăшăпăр". Владимир Николаевичăн чун-чĕререн сăрхăнса тухакан сăмахĕсем çумне урăх тата мĕнех хушса калайăн? Эпир вара çакăн пек пĕтĕмлетỹ тăватпăр: хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнакан Яковлевсен çемйин (Владимира çак ĕçе йĕркелесе пыма мăшăрĕ - Антонина, хĕрĕ - Екатерина нумай пулăшаççĕ), обществăлла организацин ушкăнĕнчи хастар çынсен пархатарлă та сăваплă ĕçĕ çĕре ỹксе çухалмастех. Тĕл пулăва хутшăннă район пуçлăхĕ Роза Молодова та ырă ĕçĕн хакĕ пысăк пулнине палăртса каларĕ, районта çакăн пек пысăк уяв ирттерме май тупнăшăн вĕсене чун-чĕререн тав турĕ, ăнăçу сунчĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Сăн ỹкерчĕкре: район пуçлăхĕ Роза Молодова "Доблесть" обществăлла организацин хастарĕсене тав тунă самант.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика