10:18 08 марта 2014 г.
Сире çуркуннехи чи илемлĕ те çепĕç уявпа - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр!
Хĕрарăм мĕн авалтанпах ачашлăхпа ыр кăмăллăхăн, ăш пиллĕхпе тасалăхăн, ĕçченлĕхĕн чи лайăх тĕслĕхне сăнарлать. Хĕрарăмсен уявĕ тесенех эпир куç умне хамăрăн чи çывăх та хаклă çыннăмăра - аннемĕре - куç умне кăларса тăрататпăр. Хĕрарăм - кил-çурт вучахне упракан, ăшăлăхпа çупăрлакан, çемьене хăтлăх, килĕшỹлĕх кỹрекен. Вĕсемех арçынсене хăюллă та паттăр, курăмлă ĕçсем тума хавхалантаракансем.
Районти мĕн пур хĕрарăма çак ăшă уявпа саламласа çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, тăнăç пурнăç, çемьере килĕшỹ, ĕçре пысăк утăмсем тума сунатпăр. Сирĕн сăн-питре яланах хаваслă кулă çиçтĕр.
Р.МОЛОДОВА, район пуçлăхĕ.
Н.МИЛЛИН, район администрацийĕн пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»