15:15 05 февраля 2014 г.
Çырусен пайĕн редакторĕ Валентина Кириллова çак кунсенче хăй çуралнă тăван вырăнта - Комсомольски районне кĕрекен Нĕркеç ялĕнче "Сиплев утравĕ" ятпа пичетленсе тухнă черетлĕ кĕнекин презентацине ирттерчĕ. Пилĕк çул каялла вăл çак культура çуртĕнчех "Савăнăç куççỹлĕ" ятпа пичетленсе тухнă пĕрремĕш кĕнекин презентацине те ирттернĕччĕ.
Кĕнекене хаклама Валентина Алексеевнăн тăван ял-йышĕ, тус-юлташĕсем, культура ĕçченĕсем йышлăн пуçтарăнчĕç.
Пухăннисен умĕнче чи малтанах Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов сăмах илчĕ, хăйсен районĕнчен çакăн евĕр ăста çыравçă тухнипе мăнаçланнине асăнчĕ, ентешне пултарулăх çулĕнче тата та пысăк ỹсĕмсем тума сĕнчĕ. Салам сăмахĕсем çумне Валентина Кириллован юлташĕсем - Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн ертỹçи Валентина Вастулова, "Елчĕк ен" хаçатăн пай редакторĕ Елена Петрова, кĕнекесене калăпласа кăларнă Светлана Карлина печатница, Аслă Елчĕк шкулĕн директорĕ Николай Малышкин тавра пĕлỹçĕ, Тăрăмри "Алмантай" фольклор ушкăнĕн баянисчĕ Вячеслав Захаров хутшăнчĕç.
Кĕнекене хаклакансем тĕл пулупа кăмăллă юлчĕç.
Е.ПЕТРОВА.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»