Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пурнăç шав малалла, ялан утар тăвалла

14:56 17 января 2014 г.

Ыран эпир Чăваш пичечĕн кунне паллă тăватпăр, Унăн кун-çулĕ "Хыпар" хаçат тухма тытăннă кунран пуçланать. "Елчĕк ен" хаçат - чăваш пичечĕн уйрăлми пайĕ. 1932 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче тухма пуçланăскер, вăл 82-мĕш çул районти обществăпа политика пурнăçĕпе тата социаллă пурнăçпа экономикăри пĕлтерĕшлĕ пулăмсене вăхăтра тата уççăн çутатса тăрать. Район хаçатĕнче ĕçлекенсем тăрăшнипе ялсенчи хыпарсемпе вулакансем çийĕнчех паллашма пултараççĕ. Ку енĕпе вĕсене обществăлла корреспондентсем пулăшса пыраççĕ. Çакăншăн вĕсене пĕтĕм чĕререн тав тăватпăр.

Район хаçачĕн кун-çулĕ вăрăм тата интереслĕ. Пĕрремĕш номертен пуçласа паянхи кунчченех вăл вулакана тĕрлĕ информаципе тивĕçтерет, унăн шухăш-кăмăлне шута илме тăрăшать.

Çак вăхăтра хаçатçăсем те, пĕтĕм халăх пекех, йывăрлăхсемпе сахал мар тĕл пулчĕç. Ку вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче тираж чакни те, укçа-тенкĕ çитменни те... тата ытти те. Паян пирĕн автономи учрежденийĕ ура çинче çирĕп тăрать. Коллектив хаçата илемлĕ, пуян содержаниллĕ кăларма тăрăшать. 10 çулта унăн тиражĕ икĕ хут ỹсрĕ, 4101 экземпляра çитрĕ. Районта пурăнакан халăх хисепне тата унăн кулленхи тиражне шутласан "Елчĕк ен" республикăри чи лайăх виçĕ район хаçачĕн йышне кĕрет. Автономи учрежденийĕ хаçат кăларса тăнисĕр пуçне предприятисемпе учрежденисене полиграфи продукчĕсемпе тивĕçтерет, уйрăм авторсен пĕчĕк калăпăшлă кĕнекисене, брошюрисене пичетлет.

Иртнĕ 4 çулта хаçат республикăри социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен 3 конкурсĕнче çĕнтернĕ, вĕсене пурнăçа кĕртнĕ. 2013 çулта "Елчĕк ен" ЧР Шалти ĕçсен министерствин республикăри управленийĕн, Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн конкурсĕсенче те мала тухнă.

Хаçатра аслă пĕлỹллĕ, пултаруллă журналистсем ĕçлеççĕ, вĕсен ĕçне тивĕçлипе хаклаççĕ. 2013 çулта, акă, çырусен пайĕн редакторĕ В.А.Кириллова Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ.

Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе хаçатра ĕçлекен мĕн пур сотрудника, унпа тачă çыхăну тытакан вун-вун ялкора, пичет ветеранĕсене, хаçат вулаканĕсене чун-чĕререн саламлатăп, пултарулăх ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнỹсем, çирĕп сывлăх сунатăп.

Н.АЛЕКСЕЕВ, хаçатăн тĕп редакторĕ.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика