11:33 17 января 2014 г.
Сире професси уявĕпе - Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр!
Журналистсемпе пичет ĕçченĕсен пултарулăхĕпе тăршулăхне пула эпир куллен районта, çĕр-шывра пулса иртекен çĕнĕ хыпарсене пĕлетпĕр, кăсăклă публикацисемпе, социаллă проектсемпе паллашатпăр.
Хаçат ĕçченĕсем вырăнлă усă курнă сăмах обществăри хутшăнусене йĕркелеме, çынсене йывăр чухне пулăшма, кирлĕ чух сĕнỹ-канаш пама тата пурнăçпа тан утма май парать.
Сирĕн ăсталăх малашне те районта пурăнакансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме, пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пĕрле татса пама, çĕнĕ çитĕнỹсем тума пулăшса пырасса шансах тăратпăр.
Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ĕçре хавхалану, çитĕнỹсемпе ăнăçусем, çемьере килĕшỹпе ăнлану сунатпăр.
Р.МОЛОДОВА, Елчĕк район пуçлăхĕ.
Н.МИЛЛИН, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»