Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çамрăклăх асра

11:04 25 декабря 2013 г.

Шупашкарти "Çĕнĕ вăхăт" типографире "Крылатая молодость" кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Унта Елчĕк районĕнчи комсомол организацийĕн историне, комсомол юхăмĕн активĕн ветеранĕсен аса илевĕсене çырса кăтартнă. Тунти кун Елчĕкре кĕнеке хаклавĕ иртрĕ.

Ăна тĕрлĕ ăрури çынсем çырнă. Вĕсене пурне те комсомол çулĕсенчи çамрăклăх пĕрлештерсе тăрать. Вăл вара 20-мĕш ĕмĕрте çĕр-шыв кун-çулĕпе çыхăннă. Тĕрлĕ ỹсĕмри яш-кĕрĕм ударлă стройкăсенче çĕр-шыв хăватне çĕкленĕ, Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче фашистла нимĕç захватчикĕсене хирĕç кĕрешнĕ, юхăннă халăх хуçалăхне ура çине тăратнă, çерем çĕрсене уçнă, колхоз тата промышленноç производствинче тăрăшса ĕçленĕ, çутă пуласлăха шаннă. Кĕнеке авторĕсем хăйсен аса илĕвĕсенче хальхи пурнăçа хурлас, иртнĕ çулсен мухтав юррине юрлас тĕллев тытман. Пачах урăхла - 20-мĕш ĕмĕрте каччăсемпе хĕрсем мĕнле шухăш-кăмăлпа ĕçлесе пурăннине кăтартса парасшăн пулнă. К.М.Леонтьева ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕ тĕллеве пурнăçланă тесе çирĕплетсех калама юрать. Çакăн çинчен кĕнеке хаклавне хутшăннă комсомол ветеранĕсем палăртрĕç. Кĕнекене презентацилеме аса илỹсене çыракансем те, комсомол ĕçĕнче туптаннă, каярахпа халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕнче пултаруллă ĕçпе палăрнă çынсем те чылай пулчĕç. Акă, Аслă Таяпара çуралса ỹснĕ Иван Вениаминович Пугачев 1965 çулта Патăрьел производство территори районĕ салансан хамăр района çĕнĕрен чĕртсе тăратма хутшăннă. Елчĕк районĕнчи комсомол организацине 1965-1968 çулсенче ертсе пынă. Çак тапхăр çинчен вăл "Крылатая молодость" кĕнекере тĕплĕн çырса кăтартнă. Клавдия Михайловна Леонтьева аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн вĕрентекенре тăрăшнă, комсомол, парти райкомĕсенче иккĕмĕш секретарь пулса яланах халăхпа ĕçленĕ. Пĕлĕвĕ тарăн, пурнăç опычĕ пысăк унăн. Çакна район çыннисем вăл ертсе пынипе тата редакциленипе кăларнă Елчĕк районĕн кĕске энциклопедийĕн икĕ кăларăмĕ, "Елчĕк тăрăхĕ" кĕнеке, район хаçатĕнче пичетленсе пыракан истори очеркĕсем тăрăх пĕлеççĕ (çĕнĕ кĕнекен пысăк пайне вăл тата Александра Прохоровна Сайкина çырнă).

Петр Никифорович Чернов (Елчĕк), Илья Иванович Левый (Çирĕклĕ Шăхаль), Альбина Ксенофонтовна Салабайкина (Елчĕк), Михаил Иванович Федотов (Тăрăм), Николай Семенович Кириллов (Вырăскасси), Любовь Ильнична Иванова (Кĕçĕн Таяпа), Елена Петровна Кассирова (Аслă Елчĕк), Илья Матвеевич Трофимов (Кушкă), Любовь Александровна Александрова (Елчĕк), Николай Федорович Малышкин (Тăрăм), кĕнеке хаклавне хутшăннă тĕрлĕ çулсенчи ытти ветерансем çĕнĕ кăларăма тишкернĕ май çамрăклăха аса илчĕç, комсомолецсем халăх хуçалăхĕн кирек хăш отраслĕнче те малта пулнине асăнчĕç. Çакна ĕç биографине "Прогресс" колхозра водительте пуçланă, 1981-1986 çулсенче ВЛКСМ райкомĕн бюровĕн членĕ пулнă, халĕ района ертсе пыракан Николай Петрович Миллин сăмахĕ те çирĕплетрĕ: "70-80-мĕш çулсенче те "Прогресс" хуçалăхра тыр-пул ăнса пулатчĕ. Ăна Канашри, Шупашкарти элеваторсене автомашинăпа леçме пире, çамрăксене, шанатчĕç. Çурма прицеплă автомашинăпа талăкра икшер хут Шупашкара çитсе килни халĕ те асра. Элеваторта черет тăрса тырра пушатнă та каялла таврăннă. Автомашина айĕнче, курăк çине выртса канса илнĕ те каллех çула тухнă. Çапла тырă сутмалли плана тултаричченех ĕçленĕ". Çĕнĕ кĕнекене ниме мелĕпе кăларнă. Чăваш çыннисем çак сăмах пĕлтерĕшне лайăх пĕлеççĕ. Пысăк ĕç пуçарнă çынна е çемьене ушкăнпа пулăшни вăл. Кĕнеке çырса ал çырăвне пичете хатĕрлесси пĕр ĕç вăл. (Кунта "Елчĕк ен" хаçатра ĕçлекенсем те пулăшнă). Кĕнекере типографи пичетлеттересси вара тата йывăртарах - вăл укçа-тенкĕпе çыхăннă. Хальхинче те комсомол ĕçĕнче пиçĕхнĕ ентешсем - "Промсервис" ЗАО ертỹçи Юрий Николаевич Титов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Степанович Краснов, Елена Петровна Кассирова предприниматель, Раççейри Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен министерствăн департаменчĕн руководителĕ Валерий Аверкиевич Шуйков тата ыттисем вăй çитнĕ таран укçа-тенкĕ парса пулăшнă. К.М.Леонтьева вĕсене пурне те чĕререн тав турĕ. "Крылатая молодость" кĕнекепе Çĕнĕ çул хыççăн унăн пĕтĕм тиражĕ типографирен килсен ялсенчи, шкулсенчи вулавăшсенче паллашма пулать.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика