Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Мĕншĕн пĕччен эсĕ, анне?

11:32 14 декабря 2013 г.

 Çак кунсенче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Арсений Тарасов пьеси тăрăх лартнă "Мунча кунĕ" çĕнĕ спектакль пăхрăмăр.

Чуна тыткăнлакан, тарăн шухăша путаракан икĕ пайлă драма вăл. Мунча хутнă кун пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пулса иртет. Кĕтерук аппан (РСФСР, ЧАССР халăх артистки Нина Яковлева) ывăлĕсем тăван яла пĕччен пурăнакан амăшĕ патне килеççĕ. Пĕри, Георгий (Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Александров), хулара пурăнать, тепри, Виталий (Сергей Павлов) - çар çынни. Малтанлăха ăс-тăн пăтраннипе аташакан амăшĕ ывăлне палласа та илеймест, ара, ялта чылайранпа пулман вăл. Раççей çарĕ пирки нумай шутлать кĕçĕн ывăлĕ, анчах амăшĕ пирки маннă. Вăл амăшне çывăхарах пурăнакан пиччĕшĕн пăхмаллине уççăн палăртать. Кун пирки вĕсем мунчара хĕрсех калаçаççĕ. Пĕр тăвансен калаçăвне чĕлхесĕр Мисаил (Евгений Урдюков), ялти карчăксен пĕртен-пĕр пулăшаканĕ, Кĕтерук аппана итлеттерет. Амăшĕ ачисемшĕн ытлашши пулнине, вĕсем ăна ваттисен çуртне ярассине илтсен, Кĕтерук Турă касса панă чĕл çăкăра çисе янине, хăйне сарă çулçăпа танлаштарса çĕре ỹкнине пĕлтерсе килтен тухса кайма шухăш тытать.

Мисаил ăс-тăн енчен катăкрах пулсан та чун-чĕри ылтăннине кăтартса парать. Пĕчĕккĕллех ашшĕпе амăшĕн харкашăвне курса тăрса чĕлхесĕр пулса ларнăскер, Кĕтерук аппа килтен тухса кайнишĕн пăшăрханса чĕлхи уçăлать: "Анне çук!!!" тесе хыттăн кăшкăрса ярать. Анчах ăна мунча хыççăн шыва кĕме кайнă пĕр тăвансем илтмеççĕ...

Спектакльте ачасене ỹстерсе çитĕнтернĕ пĕччен пурăнакан амăшĕсем çинчен кăна мар, çамрăк мăшăрăн юратăвĕ, кĕвĕçлĕхĕ, ĕмĕртен пыракан кинпе хуняман хирĕçĕвĕ, телейсĕр юратăва пула ĕçке ернĕ хĕрарăм пирки те...

Спектакле курсан чылайăшĕн тăван амăшĕ енне çаврăнса пăхас, ăна май пур таран пулăшас шухăш çуралатех, çамрăксемпе ватăсен хушшинчи пурнăçа та тепĕр хут тишкерсе тухма ыйтатех.

Паянхи пурнăçа ĕнентерекен хурлăхлă спектакль. Артисчĕсем вара чăннипех те лайăх, ĕненмелле выляççĕ. Куççулĕ сисĕнмесĕрех пăчăртанса тухать...

В.КИРИЛЛОВА.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика