Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Сиплев утравне" хакларĕç

15:49 09 октября 2013 г.

Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче "Елчĕк ен" хаçатăн çырусен пайĕн редакторĕн В.Кириллован "Сиплев утравĕ" ятпа пичетленсе тухнă черетлĕ кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Ăна музей заведующийĕ Валентина Вастулова ертсе пычĕ.

Кĕнекене хаклама Валентина Алексеевнăн тус-юлташĕсем, хăй ертсе пыракан пайпа тачă çыхăнса ĕçлекен культура, вĕренỹ, медицина сферисенче тăрăшакан ĕçченсем, вулакансем пуçтарăнчĕç.

"Сиплев утравĕ" - авторăн иккĕмĕш кĕнеки. Пĕрремĕшне, "Савăнăç куççулĕ" ятпа пичетленнĕскере, пурнăç çулĕпе утăмлама пуçланăранпа 45 çул çитнĕ, хальхине çур ĕмĕр тултарнă тĕле кăларчĕ В.Кириллова. Кăçал кĕнеке кăларма ĕçтешĕмĕрĕн тепĕр пысăк сăлтав та пулчĕ - "Елчĕк ен" хаçатра ĕçлеме пуçланăранпа 25 çул çитрĕ.

Кĕнекесем чĕрĕк ĕмĕрхи тапхăрти ĕç-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕ тесен те йăнăш мар. Çак çулсен хушшинче пурнăçа сăнарлакан, чуна витерекен хайлавсем çырса вулакансен юратăвĕпе хисепне çĕнсе илме пултарнă автор.

Шăпах çак сăмахсене презентаци вăхăтĕнче те пĕрре анчах мар илтме тỹр килчĕ. Калавсене йĕре-йĕре вуланине, пĕр калава икĕ хут анчах мар, виçĕ хут та вула-вула тухнине асăнчĕç Елена Векова (Çуткỹл шкулĕ), Вера Молоствова, Ирина Идутова (Елчĕк), Людмила Маркова (Энтепе), Светлана Прохорова (Курнавăш шкулĕ) вĕрентекенсем тата Вера Яковлева воспитательница ("Солнышко" ача сачĕ).

Пуçтарăннисен умĕнче "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторĕ, кĕнекесен редакторĕ Николай Алексеев, хаçатăн обществăпа политика пайĕн редакторĕ Елена Петрова, Светлана Карлина печатница сăмах илчĕç, ĕçтешне черетлĕ кĕнеке авторĕ пулса тăнă ятпа саламларĕç. Вĕсем Валентина Алексеевнан паха енĕсене сăнларĕç анчах мар, вăл пултаруллă ĕçчен тата пурнăçри çывăх юлташ пулнине ĕнентерỹллĕн каласа кăтартрĕç.

Халăх юратса вулакан кĕнекесене "кăмакара пĕçерсе кăлараканĕ" - Светлана Карлина печатница. Вăл пуçтарăннисене кĕнекене мĕнле листан-листан пухнине каласа кăтартнине уява хутшăннисем тимлесех итлерĕç.

- Эпĕ çак калавсемпе хаçата пичетленĕ чухнех паллашнă пулсан та, кĕнекене пичетленĕ чухне тепĕр хут йĕре-йĕре вуларăм, - палăртрĕ Светлана Николаевна.

Салам сăмахĕсем çумне авторăн çывăх юлташĕсем - Патăрьел районĕнчи "Авангард", Шăмăршă районĕнчи "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатсен сотрудникĕсем Альбина Егоровăпа Александр Михайлов, Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ертỹçи Валентина Портнова, Елчĕкри тĕп больницăра тăрăшакан Елена Иванова, Елчĕк район администрацийĕн ЗАГС пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Надежда Баймушкина, "Елчĕк ен" хаçатăн ветеранĕ Иван Иноходов, штатра тăман корреспонденчĕ Анатолий Тимофеев тата ыттисем те хутшăнчĕç. Анатолий Артемьевич шăп 25 çул каялла Валентинăна ĕçе илнĕ саманта аса илчĕ, унăн пултарулăх çулне кĕскен тишкерсе тухрĕ.

Хаçат ĕçченĕн "çимĕçне" вулакан хаклать. Вăл статья-калавсене кăмăлласа йышăнни хаçатçăшăн пысăк парне. Пирĕн ĕçтешĕмĕрĕн пултарулăхне хаçат тусĕсем çапла пысăка хурса хаклани, ун ячĕпе нумай ăшă та ырă сăмах калани пирĕн чунсене те ăшăтрĕ.

- Эпĕ пурнăç ỹкерчĕкĕсене чун ыйтнă пек çырнă та çырнă, çапах та манăн калавăмсене çав териех пысăка хурса хакласса шухăшламан та, - терĕ икĕ кĕнеке авторĕ пуçтарăннисене ăшшăн тав тунă май.

Елчĕкри культурăпа кану центрĕн артисчĕсем тата Тăрăм ял тăрăхĕнчи "Алмантай" фольклор ушкăнĕн членĕсем кĕнеке авторне саламласа тата пуçтарăннисене хавхалантарса юрăсем шăрантарчĕç. Фольклор ушкăнĕн ертỹçи Евдокия Каширина Валентина Кирилловăна хăй аллипе ăсталанă чăваш çи-пуçне илем кỹрекен хушпу, мăй çыххи тата тевет парнелерĕ.

Презентацие хутшăннисем ăшă тĕл пулупа кăмăллă юлчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика