13:49 01 октября 2013 г.
Район хаçачĕн редакцийĕнче тата типографире ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, сумлă çулсене пуçтарнă ватăсене чысласси, куç тĕлне туса пулăшасси пирĕн коллективра иртнĕ çулсенченех çирĕп йăлана кĕнĕ.
Ĕмĕрĕсене яваплă ĕçре - редакципе типографире ĕçлесе ирттернĕ ватăсен сăн-пичĕсене, калаçăвне тимлĕрех сăнас-тăнлас пулсан, çамрăк чухнехи иксĕлми хастарлăхпа вăй-хал вĕсенче çак вăхăтченех упранса юлнине асăрхатăн. Хăйсем суйласа илнĕ професси вĕсене çирĕп кăмăллă та чăтăмлă пулма вĕрентмен-и? Журналистсем - Анатолий Тимофеевпа Иван Иноходов хаçат редакцийĕнче ĕçлесе ĕмĕрĕсене ирттернĕ. Ыттисем те - Зинаида Никифорова (корректор), Николай Григорьев (фотокорреспондент), Елена Васильева, Елизавета Зайцева (хаçата алăпа наборлакансем), Валентина Яковлева (линотипистка) район хаçатне кун çути кăтартас ĕçре пысăк тỹпе хывнă - нумай çул çак пархатарлă ĕçре тăрăшнă. Эпир сумлă ватăсене вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн тав тăватпăр.
Уяв кĕрекине пуçтарăннă пирĕн хисеплĕ çыннăмăрсене "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Алексеев ăшшăн саламланă. Ырлăх-сывлăх, телей, ватлăхра канлĕх суннă. Пичет ветеранĕсен аса илсе калаçмалли, пĕр-пĕринчен ыйтса пĕлмелли вара пайтах пулнă...
Светлана АРХИПОВА.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»