09:12 09 сентября 2013 г.
2013 çулхи авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа, Чăваш Тăрăм, Шуршу ялĕсенче пурăнакансем Аслă Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхне тата Аслă Таяпа ял тăрăхĕн депутатне суйларĕç.
Суйлав лăпкă иртнĕ. Унта 700 суйлавçă (83,53 процент) хутшăннă.
Аслă Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхне суйланă чух суйлавçăсен 70,53 проценчĕ сассисене Василиса Васильевна Сапожниковашăн, 10,74 проценчĕ Владислав Егорович Кашириншăн панă. Аслă Таяпа ял тăрăхĕн депутачĕ пулма Елена Васильевна Сапожниковăна шаннă. Асăннă кандитатшăн суйлавçăсен 62,50 проценчĕ, Владислав Егорович Кашириншăн 6,25 проценчĕ сасăланă.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»