11:31 11 сентября 2013 г.
Елчĕк ялĕ пуçланса кайнăранпа 425 çул çитнине тата ялăн престол уявне халалланă мероприятисенчен "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ те пăрăнса юлмасть.
"Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ район çыннисене 81 çул тухса тăракан хаçатпа кăна мар, кĕнекесемпе, брошюрăсемпе те савăнтарать. Николай Алексеевăн "Тĕмер ялĕ тата унăн çыннисем", "Тĕмер чиркĕвĕ", Анатолий Тимофеевăн "Фатуна хыв, пикеçĕм", Валентина Кириллован "Савăнăç куççулĕ", "Сиплев утравĕ", Николай Красновăн "Юрăсем тата такмаксем", Вячеслав Захаровăн "Çамрăклăх пĕрре килет", "Кĕçĕн Пăла кĕввисем", Иван Иноходовăн "Елчĕк район хаçачĕн кĕске энциклопедийĕ", Елена Алексееван "Ячĕ юлĕ ĕмĕре", "Хушма вулав урокĕсем", Александр Сорокинăн "Шỹтсĕр пурнăç - çур пурнăç", Николай Ефимовăн "Купăс сасси - чун уççи" тата ытти кĕнкесем пирĕн патăмăрта кун çути курнă. Уявра çак кĕнекесен куравĕпе те паллашма пулать.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»