10:23 02 сентября 2013 г.
2013 çулхи авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа, Чăваш Тăрăм, Шуршу ялĕсенче пурăнакансем Аслă Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхне суйлĕç. Суйлава икĕ кандидат - В.Е.Каширин тата В.В.Сапожникова хутшăнĕç.
Çак кунах асăннă ялсенчи суйлавçăсем Аслă Таяпа ял тăрăхĕн депутатне те суйлĕç. Асăннă суйлава 3 кандидат - В.Е.Каширин, Е.В.Сапожникова, Н.Ю.Сладкина хутшăнĕç.
КАШИРИН Владислав Егорович
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн пулăшуçи Владислав Егорович Каширин Аслă Таяпа ял тăрăхĕнчи суйлавçăсене ЛДПР партин обществăлла приемнăйĕнче йышăнать.
Обществăлла приемнăй çак адреспа выранаçнă: Елчĕк ялĕ, Кооператив урамĕ, 67-мĕш çурт.
Çыхăнмалли телефон: 8-917-666-24-97.
САПОЖНИКОВА Василиса Васильевна
1967 çулта çуралнă, аслă професси пĕлĕвĕллĕ, Аслă Таяпара пурăнать. Аслă Таяпа ял тăрăхĕн специалисчĕ. "Единая Россия" партин Елчĕк районĕнчи организацийĕ тăратнă кандидат.
Хисеплĕ Аслă Таяпа ял тăрăхĕн халăхĕ! Эсир сассăрсене маншăн парасса шанатăп. Шанăçăра тỹрре кăларса тĕллевсене пĕрле пурнăçлăпăр.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»