Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тасалăх, шанчăклăх, хăюлăх паллисем

11:01 20 августа 2013 г.

Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕ - Раççей Федерацийĕ Патшалăх ялавĕн кунĕ.

Çак уява Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 1994 çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн палăртма пуçланă. Патшалăх символĕн историйĕ хăйне евĕрлĕ кăсăклă.

Шурă-кăвак-хĕрлĕ ялава Алексей Михайлович патша вăхăтĕнче пĕрремĕш хут çĕкленĕ. Ку 1667 çулта "Орел" карап çинче пулнă. Кашни йăрăмăн тĕсĕ - хăйĕн пĕлтерĕшĕ. Шурă тĕс - тасалăх, кăвак - шанчăклăх, хĕрлĕ хăюлăх палли. Урăхла верси те пур. Калăпăр, шурă тĕс - ирĕклĕх, кăвак - Турă амăшĕн (вăл авалтанпа Раççее хỹтĕлекен шутланать), хĕрлĕ - патшалăх паллисем. Тĕссен пĕлтерĕшне тата тепĕр майлă ăнлантаракансем те пур.

1705 çулта, I Петĕр патшара ларнă вăхăтра, варринче икĕ пуçлă ăмăрт кайăк ỹкернĕ ялава суту-илỹ флотне панă. Çакна пулах ăна пĕтĕм карап çинче çĕкленĕ.

Пирĕн çĕр-шыва ертсе пынă кашни патша тенĕ пекех ялава улшăну кĕртнĕ. 1858-1883 çулсенче патшалăхăн çак символĕ хура-сарă-шурă тĕслĕ пулнă. III Александр малтанхи 3 тĕсе каялла тавăрнă. 1896 çулта, II Николай корона тăхăнас умĕн, шурă-кăвак-хĕрлĕ ялав патшалăх статусне илнĕ. Революци тата граждан вăрçи вăхăтĕнче совет влаçĕн символĕ хĕрлĕ ялав пулса тăнă.

1991 çултанпа Раççейĕн Патшалăх ялавне каллех 3 тĕс илем кỹрет: шурă, кăвак, хĕрлĕ.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика