Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕреççĕ

10:58 19 августа 2013 г.

Юлашки çулсенче суд ĕç-хĕлĕне кĕртнĕ чылай улшăну суд ĕçне уççăн та уçăмлăн йĕркелеме, общество умĕнчи яваплăха тата та ỹстерме, ĕçсене эффективлă пăхса тухма май парать.

Паянхи кун суд ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - правосудие кашни çыншăн ăнланмалла тăвасси. Информаци ĕмĕрĕнче общество хăвăрт аталаннипе унăн кунсерен ỹссе пыракан ыйтăвĕсене çĕнĕлле тивĕçтерме хистет. Ку енĕпе те çĕнĕлĕхсем сахал мар пурнăçланаççĕ. Граждансем килте ларсах район сучĕн сайтне кĕрсе кашни кунхи ĕç-хĕлпе, мĕнле ĕçсем пăхса тухнипе е тухассипе, решенисемпе, сакунсемпе тата ытти информаципе паллашма пултарни пирки час-часах çутатапăр. Тепĕр çĕнĕлĕх те пур. Чăваш Республикинчи судсем паян черетлĕ итлев иртесси пирки граждансене почта урлă пĕлтернисĕр пуçне карас телефонĕсемпе те хыпарлаççĕ. Çакă яланах çул çỹревре пулакан, хăйсен почта ешчĕкĕсене вăхăтра тĕрĕслеймен, е почта çыхăну уйрăмне час-час килсе çỹреймен граждансемшĕн уйрăмах меллĕ. СМС-хыпарсем адресат патне час çитни ĕçсене пăхса тухас вăхăта перекетлеме те май парать. Тепĕр çĕнĕлĕх - кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Раççей Федерацийĕн уголовлă-процессуаллă кодекса кĕртнĕ улшăнусем вăя кĕни. Вĕсемпе килĕшỹллĕн, иккĕмĕш инстанцире уголовнăй ĕçсене пăхасси апелляци йĕркипе иртет. Çакă ĕçсене тата та тарăнрах тишкерме май парать. Çавна май хỹтĕлевĕн 4 шайĕ - пĕрремĕш инстанци, апелляци, кассаци тата надзор - вăйра пулĕ.

Маларахри çулсемпе танлаштарсан, паянхи суд ĕçченĕн ĕç калăпăшĕ ỹссех пынине те палăртмалла. Сăмах май, иртнĕ çулхи 12 уйăхра Атăлçи Федераци округĕнче уголовнăй ĕçсене пăхса тухассипе пĕр судьяна уйăха 2,7 ĕç тивнĕ пулсан, Чăваш Енре çак кăтарту 2,4 ĕçпе танлашнă. Статистика кăта ртăвĕсене тишкерес пулсан, пирĕн районти судьясен ĕç калăпăшĕ Республикăри вăтам кăтартуран пысăкрах.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика