10:54 17 августа 2013 г.
"Елчĕк ен" хаçат редакцийĕн типографийĕнче черетлĕ çĕнĕ кĕнеке пичетленсе тухрĕ.
"Сиплев утравĕ" кĕнеке авторĕ - хаçат редакцийĕн çырусен пайĕн редакторĕ, Раççей Журналисчĕсен пĕрлĕхĕн членĕ Валентина Алексеевна Кириллова. Ку унăн иккĕмĕш кĕнеки. "Савăнăç куççулĕ" пĕрремĕш кĕнеке те 2008 çулта хаçат типографийĕнче кун çути курнă. Ăна вулакансем хапăлласа йышăннăччĕ.
Çĕнĕ кĕнекере пичетленнĕ калавсемпе очерксенче, тĕрленчĕксенче автор пурнăçра тĕл пулакан пулăмсене - юратупа ултава, килĕшỹпе курайманлăха сăнлать, лайăххи, ырри çĕнтерессе шанать.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»