Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Халăх ыйтăвĕсене тивĕçтереççĕ

15:33 13 июня 2013 г.

Шупашкар районĕнче Ишлей райповĕн никĕсĕ çинчи республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсен семинар-канашлăвĕ иртнĕ.

Ăна Чăвашпотребсоюз правленийĕ, ЧР Информатика политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви, республикăри Журналистсен союзĕ Чăваш Республикичи потребительсен кооперацине йĕркеленĕренпе 120 çул çитнине халалланă. Семинар-канашлăва ирттерме Ишлейри райпона ыт ахальтен суйласа илмен. Вăл Чăвашпотребсоюз системинче чи лайăх, пысăк хăвăртлăхпа аталанакан потребительсен обществи шутланать. Кунта çĕнĕ магазинсем, тавар туса кăларакан объектсем уçăлаççĕ, халиччен ĕçлекеннисене реконструкци туса çĕнетеççĕ, инновацин çĕнĕ прокчĕсене ĕçе кĕртеççĕ. Вăл хăйĕн территорийĕнчи тавар туянакан 25 166 çыннăн ыйтăвĕсене тивĕçтерет. Кунта Шупашкар районĕнчи халăхăн 39,7 проценчĕ пурăнать. Ишлей райповĕн 85 магазин, çак шутран 12-шĕ самообслуживани йĕркипе ĕçлет. Магазинсем халăхран тĕрлĕ чĕртавар: аш-какай, сĕт, çĕр улми, пахча çимĕç, улма-çырла йышăнса райпон е хăйĕн мар предприятийĕсене ĕçлесе хатĕрлеме ăсатаççĕ. Журналистсем чи малтан паллашнă Вăрманкас Тăрăн ялĕнчи самообслуживани йĕркипе ĕçлекен магазинра ирхине ирех халăхран сĕт пуçтарса сĕт-çу заводне ăсатнине пĕлтерчĕç. Кăнтăрла тĕлне ял çыннисене çамрăк чăхсем кỹрсе килсе сутассине, эмел курăкĕсем туянассине йĕркеленĕччĕ. Сăмах май каласан, эмел курăкĕсем пуçтарассине кунта кăна мар, ытти магазинсем те йĕркелеççĕ иккен. Ăна чĕрĕлле те, типĕтсе те йышăнаççĕ.

Ишлей райповĕн çăкăр завочĕ, аптека тата аптека пункчĕсем, ветеринари аптекисем пурĕ 4, обществолла апатлану предприятийĕсем 13, чĕртавар йышăнса хатĕрлекен пунктсем 2 шутланаççĕ. Çăкăр завочĕ (тĕрĕсрех комбинат) куллен 1,8 тонна çăкăрпа булка изделийĕсем пĕçерсе кăларать. Вĕсем пĕтĕмпе тенĕ пекех Шупашкар районĕнче сутăнаççĕ. Çакă ку тăрăхри уйрăм предпринимательсем çăкăрпа булка изделийĕсене çăкăр комбинатĕнчен туянса хăйсен магазинĕсенче халăха тивĕçтерни продукци пахалăхĕ лайăх пулни, ырăран ырă шыраса çỹременни çинчен калаççĕ.

Журналистсем çак кун çăкăр кобинатĕнче, ялсенчи магазинсенче, обществолла предприятийĕсенче пулса курчĕç, нумай çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç.

Пленарлă ларура Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Павлов Чăвашпотребсоюзăн иртнĕ çулхи тата кăçалхи 5 уйăхри итогĕсене пĕтĕмлетсе çакна палăртрĕ: республикăри потребительсен обществи тĕрлĕ кăтартусемпе Раççейре класлă вырăнсем йышăннă. "Эпир хамăр ĕçре массăллă информаци хатĕрĕсен пулăшăвне туйса тăратпăр, чылай хаçат потребительсен обществин ĕçĕ-хĕлне пĕр пытармасăр çутатать. Çакăншăн тав", - тенĕ В.Павлов.

Семинар-канашлура потребительсен обществин ĕçĕ-хĕлне çутатассипе палăрнă хаçат редакцийĕсене, уйрăм журналистсене Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕн, Чăвашпотребсоюз правленийĕн Хисеп грамотисемпе, парнесемпе чысларĕç.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика