09:24 30 апреля 2013 г.
Чăваш наци конгресĕн, чăваш тавра пĕлỹçисен пĕрлĕхĕн, халăх ăс-хакăлĕпе ỹнерĕсен академийĕн йышăнăвĕпе "Елчĕк ен" хаçат редакцине Н.Я.Бичурин ячĕллĕ Дипломпа (премипе) тата вымпелпа чысланă. "Тăван тавралăх пĕлĕвĕсене анлă сарнăшăн, вырăнти çыравçăсемпе тимлĕ пулнăшăн, хаçат энциклопедине кăларнăшăн", - палăртнă чыслав хутĕнче.
"Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ тăван халăхăн тата хамăр тăрăхăн историпе культура пуянлăхне упрассипе, ăна ỹстерсе пырассипе тата сарассипе чылай çул ăнăçлă ĕçлет. Çакă ялсен, предприятисемпе организацисен историне, Елчĕк тăрăхĕнчен тухнă паллă, пултаруллă çынсен - ученăйсен, поэтсемпе писательсен, юрăçсен, ỹнерçĕсен, ял хуçалăх ĕçченĕсен, политиксен ĕçĕ-хĕлне, хамăр тăрăхра пурăнакансен йăли-йĕркине çутатакан статьясемпе очерксенче, тĕрленчĕксенче аван палăрать. Вĕсем "Санăн çыннусем, Елчĕк ен", "Историе пĕлер, аваллăха упрар", "Пултарулăх çыннисем", "Йăла-йĕрке" рубрикăсемпе пичетленеççĕ.
Иртнĕ çул тата кăçал хаçат редакцийĕн типографийĕнче И.Иноходовăн "Елчĕк район хаçачĕн кĕске энциклопедийĕ", Н.Алексеевăн "Тĕмер ялĕ тата унăн çыннисем" кĕнекен пĕрремĕш пайĕ, "Тĕмер чиркĕвĕ" кĕнекен иккĕмĕш кăларăмĕ, районти чăваш чĕлхи учителĕсен Ухсай Яккăвĕ 100 çул тултарнине халалланă "Ячĕ юлĕ ĕмĕре" (пухса хатĕрлекенĕ Таяпа Энтри шкулĕнчи Е.Алексеева учительница) кĕнеке кун çути курчĕç. Çакнашкал кĕнекесем маларах та пичетленнĕ.
Хаçат редакцийĕ малашне те тĕрлĕ профессире палăрнă ентешсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне, анатри чăвашсен çи-пуçне, районти паллă вырăнсене, çут çанталăка сăнлакан, халăхăн ĕлĕкхи тата хальхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан статьясемпе очерксем, кĕнекесем пичетлеме палăртать.
Чăвашран тухнă пĕрремĕш ученăй, тавра пĕлỹçĕ Н.Я.Бичурин ячĕллĕ премине 1994 çулта çирĕплетнĕ. Ăна вĕренỹпе воспитани учрежденийĕсене, культурăпа çут ĕç центрĕсене, пултарулăх пĕрлĕхĕсене, информаципе издательство пĕрлешĕвĕсене тата ытти коллективсене тăван халăхпа тăрăхăн историпе культура пуянлăхне упраса хăварассинче пысăк çитĕнỹсем тунăшăн параççĕ. Пичет кăларăмĕсен ушкăнĕнче Н.Я.Бичурин ячĕллĕ премине халĕччен "Канаш" (Ульяновск), "Урал сасси" (Пушкăртстан, Пелепей хули), "Çутă çул" (Тутарстан, Çĕпрел районĕ), "Авангард" (Патăрьел) хаçатсем тивĕçнĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»