00:00 20 февраля 2013 г.
Шăмат кун Елчĕкри "Улăп" физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплексра кире пуканĕ йăтассипе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн, кире пуканĕ йăтассипе Раççей спорт мастерĕн Юрий Поповăн кубокĕсене çĕнсе илессишĕн республикăри иккĕмĕш уçă турнир иртнĕ.
Çакăн пек турнира кăçал Елчĕк районĕнче йĕркелени ыт ахальтен мар. Иртнĕ çулхи турнира та пирĕн район спортсменĕсем ыттисене чылай кая хăварса çĕнтернĕччĕ. Çавăнпа хамăр ентешĕн кубокĕсене çĕнсе илессишĕн турнира Елчĕк районĕнче йĕркелени вырăнлă пулчĕ те.
Хĕрсемпе каччăсем, хĕрарăмсемпе арçынсем, спорт ветеранĕсем çулĕсене тата хăйсен виçисене кура 30 ытла виçере вăй виçме хамăр республикăри районсенчен кăна мар, кỹршĕллĕ Мордва, Мари Эл, Тутар Республикисенчен, Киров тата Ульяновск облаçĕсенчен килнĕ. Турнира пĕтĕмпе 200 ытларах кире пуканĕ йăтакан хутшăнчĕ.
Турнира Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов уçрĕ, ăмăрту участникĕсене саламласа помост çинче ăнăçусем сунчĕ. "Спорт залĕнче тĕнчипе палăрнă кире пуканĕ йăтакансене кăна мар, спортăн çак енĕпе пирвайхи утăмсем тăвакансене те курма хавас, - терĕ вăл. - Çак турнир çамрăк участниксен асĕнче нумай çула асра юласса шанса тăратăп. Паян çĕнсе илнĕ спорт трофейĕсем малашне çĕнĕ çĕнтерỹсем тума хавхалантарса тăччăр".
Республикăри Патшалăх Канашĕн спикерĕ районти пултаруллă çамрăксен ушкăнне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендийĕсене панине çирĕплетекен свидетельствăсем пачĕ. Киров облаçĕнчен килнĕ хăнасем Юрий Попова ылтăнпа илемлетнĕ 16 кг кире пуканĕ парнелерĕç. Патшалăх Канашĕн спикерĕ унпа хăрах алăпа вылятса кăтартнине куракансем алă çупса ырларĕç.
Спорт ăмăртăвĕн участникĕсене çавăн пекех Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, спорт министрĕ Сергей Мельников, Олимп вăййисен чемпионĕ Елена Николаева, Олимп вăййисен бронза призерĕ Владимир Андреев тата ыттисем саламларĕç.
Спикер çуралса ỹснĕ Елчĕк тăрăхне йывăр атлетсен ăмăртăвне курма ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Анатолий Князев, ЧР Патшалăх Канашĕн комитечĕн председателĕ Петр Краснов, ЧР Патшалăх Канашĕн 20 депутачĕ, район администрацийĕсен ертỹçисем те килнĕ.
Çак вăхăтра ăмăрту хĕрсех пычĕ. Кире пуканĕ йăтакансем помост çинче пĕр-пĕрне улăштарса ăмăртрĕç. Ăмăрту йĕркипе кашни упражненине тума - кире пуканне сулласа йăтма тата икĕ кире пуканне кăкăр çинчен тĕртме спортсменсене 5-шер минут уйăрнă. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх çĕнтерỹçĕсене тата призерсене палăртаççĕ.
1995 çулта тата унран каярах çуралнă хĕрсем 53, 58, 63 кг тата унтан йывăртарах виçесенче 16 кг кире пуканне сулахай тата сылтăм алăсемпе сулласа йăтрĕç. Çак виçесенче пирĕн хĕрсем Анастасия Волкова - пĕрремĕш, Анна Орлова - иккĕмĕш, Марина Зайцева виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Каччăсем вара 24 кг кире пуканне сулласа йăтрĕç, икĕ кире пуканне кăкăр çинчен тĕртрĕç. 53 кг виçере Елчĕк командинчи Руслан Леонтьев, çĕнтерỹçĕне виçĕ очко выляса ярса, иккĕмĕш тухрĕ. Дмитрий Веков (58 кг) кăтартăвĕ те - иккĕмĕш. 63, 68, 73 кг çитичченхи виçесенче Ĕнел каччи Николай Николаев, Алексей Кожевников (Кивĕ Эйпеç), Иван Юхмин (Çĕнĕ Пăва) пьедесталăн чи çỹлти картлашки çине хăпарма тивĕç пулчĕç. 78 кг çитичченхи тата унтан йывăртарах виçесенче Андрей Кузнецов (Елчĕк), Александр Марков (Энтепе) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.
Хĕрарăмсен ушкăнĕнче Ĕнелте пурăнакан Надежда тата Вера Николаевăсем - амăшĕпе хĕрĕ 68, 58 кг çитичченхи виçесенче палăрчĕç. Вера - иккĕмĕш, Надежда - виççĕмĕш вырăнсенче. Елчĕк командинчи Елизавета Еремеева 68 кг виçере çĕнтерчĕ. Марина Никитина (Елчĕк) 68 кг йывăртарах виçере иккĕмĕш вырăна тухрĕ.
Арçынсен ушкăнĕнче спортра сумлă ятсем çĕнсе илнĕ атлетсем ытларах кĕрешрĕç. Йĕпреç районĕн командинчи Александр Леонтьев пирĕн районти Дмитрий Курчинран (иккĕшĕ те спорт мастерĕсем) тата Виктор Семеновран лайăхрах ăмăртрĕ, турнир чемпионĕ пулса тăчĕ. Пирĕн ентешсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Елчĕкре çуралса ỹснĕ паллă спортсменсенчен чылайăшĕ Шупашкарта тата урăх хуласенче пурăнаççĕ. Çавна май вĕсем хăйсем командисемшĕн тупăшрĕç, лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕç. Акă, Ĕнелте çуралса ỹснĕ Олег Николаев 85 кг йывăртарах виçере, Александр Павлов 78 кг виçере ăмăртса çĕнтерчĕç. Иккĕшĕ те спорт мастерĕсем, кире пуканĕ йăтассинче пысăк çитĕнỹсем тунă. А.Павлов çывăх вăхăтрах Европа чемпионатне хутшăнма хатĕрленет, спорт специалисчĕсем вăл унтан çĕнтерỹпе таврăнасса шанаççĕ. Курнавăшра çуралса ỹснĕ спорт мастерĕн кандидачĕ Иван Кривов та 68 кг виçере иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Вăл та Шупашкар командишĕн тупăшрĕ.
Ветерансен ушкăнĕнче çĕр-шывĕпе палăрнă атлетсем вăй виçрĕç. Вĕсен йышĕнче ветерансем хушшинче тĕнче чемпионĕсем - Анатолий Анисимов (Ĕнел), Геннадий Туманов (Çĕнĕ Эйпеç), Владимир Понихидкин (Канаш), Владимир Шуряков (Шăмăршă), Валерий Притуленко (Улатăр) тата ыттисем. Чемпионсен ячĕсене Николай Яковлев, Анатолий Анисимов (Ĕнел), Юрий Бронюков, Владимир Ульянов (Хĕрлĕ Чутай), Олег Власов, Михаил Пекпаев (Мари Эл), Юрий Карпов (Тип Тимеш), Сергей Васюнькин (Улатăр), Валерий Филиппов (Канаш), Анатолий Константинов (Елчĕк) çĕнсе илчĕç. Тĕрлĕ виçесенче Геннадий Туманов (Çĕнĕ Эйпеç), Петр Попов (Лаш Таяпа) призерсен йышне кĕчĕç.
Кашни виçере мала тухнă спортсменсене, призерсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн кубокĕсене, Хисеп грамотисене, медальсене парса чысларĕç. Абсолютлă виçесенче çĕнтернĕ атлетсем хаклă парнесене тивĕçрĕç.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн Юрий Поповăн кубокĕсене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ турнир ăнăçлă иртнине, ăмăртуран тулли кăмăлпа кайнине кỹршĕллĕ районсемпе республикăсенчен, облаçсенчен килнĕ спортсменсемпе вĕсен тренерĕсем пĕлтерчĕç. Тепре тĕл пуличчен, спорт тусĕсем!
Н.АЛЕКСЕЕВ. Автор сăн ỹкерчĕкĕ.